Ытарайми Фарида
30 Dec, 2014

Ку кăларăмри «Самант» хăни - чăваш халăхĕ юратакан юрăçă: Фарида. Çак ят чăвашла «Ĕнчĕ-мерчен» (Жемчужина), «Бриллиант» тесе куçарăнать. «Чи хакли», «Ытарайми», «Чипертен чиперри» тесе те калама пулать ăна. Ашшĕ-амăшĕ хĕр пĕрчине çак ята парса пĕрре те йăнăшман: чăнах та, Фарида - ĕнчĕ-мерчен пике. Вут-хĕм сапса тăракан хĕре çут кĕвер чулĕнчен (алмазран) туса янă пекех. Концерт вăхăтĕнче сценăна çутатакан прожекторсем те хĕвел пек çунса тăракан юрăç-пике çутипе ĕçлеççĕ тейĕн: электричество та кирлĕ мар вĕсене - çапла туйăнать!

Ытарайми Фаридан хăвачĕ те ăшпиллĕхĕ юрă-кĕвĕ тĕнчине çĕнĕ çемĕлĕхпе капăрлатать. Чăваш культурине хăйĕн сассине, кĕтрет-асамне, чун илемне илсе килчĕ пике-юрăçă.

Фарида Файзуллина Патăрьел районĕнчи Красномайск ялĕнче çуралнă. Унта тутарсем те пурăннине кÿршĕ ялсем те пит пĕлсех каймаççĕ. Тутар урамĕ пĕчĕккĕ, пурĕ 8 кил çеç. Пирĕн чипер пике чăваш культурин хуранĕнче пиçсе çитĕннĕ, шкула та чăваш ачисемпех çÿренĕ. Унăн пурнăçĕнчи тепĕр ытарлăх - Фарида йĕкĕреш хĕрача пулни. Унăн йĕкĕреш хăраххи Флăра ятлă.

Çывăхарах паллашар-ха «Самант» хăнипе - юрăç-пике Фаридапа.

- Ача чухне мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ, кам пулас тенĕ?

- Хама мĕн астунăранпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Флăрăпа ялан юрлаттăмăр эпир. Чăваш юррисене шăрантараттăмăр, вырăсла та янраттараттăмăр. Тутарла вара юрламанпа пĕрех. Тутар юррисемлĕ пластинкăсем пурччĕ килте, çавсене вара ялан итлеттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен хамăрăн «концертсемпе» çынсене савăнтарнă. Пĕчĕк ачасем пек мар, ÿссе çитĕннĕ хĕрсем, чăн-чăн артисткăсем пекех туяттăмăр хамăра.

Мускавран тăвансем пырса çÿретчĕç пирĕн пата. Вĕсем килсен ятарлă программа хатĕрлеттĕмĕр Флăрăпа. Хыçлă икĕ тенкеле юнашар лартаттăмăр та, хăпарса тăраттăмăр та «сцена» çине - пуçлаттăмăр вара уяв концертне. Питĕ хавхаланса, тăрăшса юрлаттăмăр.

- Чăваш юррисенчен хăшĕсем халĕ те асра?

- Нумай юрă килĕ­­шет те... Çапах та «Шăнкăрав курăкĕ», «Сир, анне, чÿрече каррине» юрăсене ыттисенчен уйăратăп. Халĕ вĕ­­­­сене юрланă чухне ĕнтĕ хама ача чухнехи пек мăн çынла мар, пачах тепĕр майлăн туятăп: пысăк мар эпĕ - хыç­­лă тенкел çи­­не хăпарса тăрса юрă шă­­­­­­­­­­­­­­­­­рантаракан пĕчĕк хĕрача каллех.

- Юрăç пулас тĕллев патне ывăнмасăр, ниçта пăрăнмасăр ăнтăлнă темелле апла?

- Сцена çине тухасси пурнăç тĕллевĕ пулнă тесе каламастăп. Эпĕ юрăç пулса тăни - манăн аталанăвăн пĕр пайĕ çеç. Чĕрере пултарулăх вĕресе тăни чуна çунат хушать, çăлтăрсем патне илсе хăпарать. Ĕмĕре виçме те хаклама çăмăл мар. «Мĕнле тĕллевпе пурăнан?» - тесе ыйтни ытла та типĕ, прагматикăллă.

Юрĕ, тĕллев лартрăм, ăна пурнăçларăм тейĕпĕр - вара малалла мĕн? Чарăнмалла та пĕр вырăнта тăпăртатса тăмалла-и? Этем çĕнĕ кунпа пурăнать, кашни самант пĕлтерĕшлĕ те тĕллевлĕ. Чарăнма, пĕр вырăнта тăма юрамасть çыннăн.

Тĕллев вырăнне кăмăл тата чун ыйтни пур манăн. Çут тĕнче тата аслă уçлăх этем чĕрипе калаçма пĕлеççĕ, çынсенчен нумайăшĕ вара вĕсене илтмеççĕ те. Тĕнче, уçлăх чĕлхисене ăнланасчĕ манăн. Сивĕ те тăрă ăс-тăнпа вĕсем патне çитеймĕн: ăс йăнăшма та пултарать. Çунса тăракан чĕрене вара улталаймăн. Тĕнчене тата уçлăха, пурнăçа тата çынсене эпĕ чĕрепе хаклама тăрăшатăп.

- Çак шалти курăм-тытăмăн илемне концерта пынисем, альбом итлекенсем патне çитересси - шăпах Турă пани, талант, ĕнтĕ.

- Халăх умне сиксе тухрăм та, юрласа патăм та - юрăç пулса та тăтăм тесе калаймастăп. Сцена çине тухас çул йывăр лекрĕ, çавран та пычĕ. Çакă та ăс-тăна анлăлатрĕ, чун-чĕрене çулăмлатрĕ. Ума тухнă йывăрлăхсен усси нумай. Вĕсем манăн аталанăва çÿлелле те ÿстерчĕç, тымарла та тарăнлатрĕç тесех хаклатăп. Тар тăкса пухнă опыт этеме этем тăвать. Паянхи кун сцена çине, çын умне концертпа тухма пиçсе çитрĕм пек туйăнать. Пурнăç - вĕрентÿ полигонĕ, эпĕ вара унта вĕренекен çеç. Ăнланăр: манран чи хытă ыйтаканĕ, критиклекенĕ - эпĕ хам.

- Фарида ятлă пике «Самантăн» кашни номерĕн­­­чех пулмасть. Ятсем мĕне пĕлтернине ăнлантарни тĕрĕсех: Фарида пурнăç çулне хăй суйласа илет, хăйне шанать те ĕненет, усалпа ыррине чун-чĕрипе тĕрĕслет. Çутçанталăк панă туйăмлăх-сисĕмлĕх Фаридана çын чунне курма пулăшать.

- Çыннин чунĕ пулсан... Кашни этеме витĕр курса тăратăп тесе калаймастăп ĕнтĕ, психологи тĕлĕшĕнчен ăнланма пултаратăп. Çынсем хитре шухăш-кăмăлпа илемлĕ. Унашкаллисем мана килĕшеççĕ те илĕртеççĕ. Пурнăçа çутатса тăраççĕ вĕсем. Çын мĕнлерех кăмăл-туйăмпа çÿренине куçĕнчен пĕлме пулать. Ахальтен мар: «Куç - чун тĕкĕрĕ», - тесе калаççĕ. Юлашки вăхăтра ывăннă та вăйсăрланнă куçлă çынсем ытларах. Вĕсен шутне хама та кĕртетĕп пулмалла. Тĕнче лăпкă марринчен те килет пулĕ çынсем тĕксĕмленни. Çĕр-анне кăмăлне ăнланма пăрахрăмăр. Çĕр чăмăрне те чĕрĕ чун пек курмастпăр: вăл вара - пирĕн тăван кил.

- Çут тĕнчене çакăн пек ăнланма мĕнле вĕрентĕр?

- Манăн вĕрентекенсем нумай пулнă, малашне те йышлăн пулĕç. Уй варринчи лаштра юман та нумай япалана вĕрентет. Маншăн кашни çын учитель. Çапах та чи аслă вĕрентекенсем - кĕнекесем тесе калатăп. Вĕсем тĕрĕс çул кăтартрĕç, чуна тата чĕме (дух) çирĕплетрĕç. Пуç усма кирлĕ маррине, парăнма юраманнине ăнлантарчĕç. Мирзакарим Норбеков вĕрентĕ­в­­­не те чуна хыврăм. «Тав тумалли пурнăçра нумай. Аслине те Çÿ­л­­­­­­­­­­тине хăвăрăн мĕншĕн тав тумаллине пÿрне хуçлатсах шутлама тытăнăр, кайран ал-урари пÿрне те çитмĕ», - тет вăл. Эпĕ малтан виçĕ пÿрнелĕх ырлăх çеç шутларăм: чупса çÿ­ретĕп, витĕр куратăп, чиперех калаçатăп. Çавăн пек шутларăм, çакна ăнлантăм та - ырлăхсен шучĕ ÿсме те тытăнчĕ.

Пурнăçа тĕрĕс пурăнма йывăр мар. Вăл çăмăл, ансат. Анчах этем ансатлăха манса каять, пурне те кăткăслатма тытăнать. Çăмăлтан юлхавланма пуçланать те никама кирлĕ мар йывăрлăхсем таçтан тупать, вара вĕсемпе кĕрешет: лару-тăру тыткăнне лекет, вăхăт чури пулса тăрать. Чарăнми ÿсĕм вăл - ансатлăх тата çăмăллăх. Ÿсĕм вара юлхавланнине юратмасть, çăмăллăха хисеплет. Ÿсĕм пулсан пултарулăх тарăнлăхĕ те уçăлать. Концерта пыракансене улталаймăн, вĕсем юрăсене çеç итлемеççĕ, чуна та туяççĕ. Юрă-кĕвĕпе кăна мар, чунра мĕн пуррипе тухатăн çын умне. Хама кашни концертшăн яваплă туятăп. Ытла ăс вĕрентсе каларăм ĕнтĕ - каçарăр.

- Эсир инвалидсен, ваттисен çурчĕсенче те концерт­сем лартатăр.

- Эпир пурри - тĕнчен ыр кăмăллăхĕ. Апла пирĕн те ыр кăмăллăх кăтартмалла. Ăна чунпа-чĕрепе çыхăнтармалла. Темĕнле усăллăх шырамалла мар çынна пулăшма мехел çитернĕшĕн. Çын чăлах пулнине те тĕпсĕр синкерлĕх темесĕп. Темле лару-тăрура та тав тумалли ырлăхсем пурах. Хамăн пултарулăхпа инвалидсен, ваттисен хевтине ÿстерме пулăшатăп пек туйăнать. Тĕнче паракан ырлăхсене асăрхама вĕренĕр тесшĕн эпĕ вĕсене.

- Юрăсен кĕввине ытларах хăвăр çырнине пĕлетпĕр. Тексчĕсене те хăвăрах хайламастăр-и?

- Юрăсен сăмаххисене хам çырмастăп. Чăваш поэчĕсенчен ытларах Валерий Раштавпа ĕçлетĕп, 20 яхăн юрă текстне çырса пачĕ вăл. Инкеке лекнĕ пулсан та пуçне усмасть Валерий. Чунĕ унăн çутă та тарăн. Кăмăлĕ хурçăран та çирĕп. Юратуллă та савăнăçлă юрăсем çырать, вĕсем итлекенĕн чунне çунатлатаççĕ. Валерий Раштав поэт - сусăррисемшĕн кăна мар, сыввисемшĕн те маттурисемшĕн чĕр тĕслĕх: акă вăл чун хăвачĕн иксĕлми таппи. Манăн тепĕр хастар автор - Василий Шихранов. Унăн пултарулăхĕнче те ялкăш хĕлхем пур. Альбина Юратупа та çанă тавăрса ĕçлетпĕр. Çак поэтсен сăввисем манăн чуна çывăх. Поэт пулнă пулсан хам та çавнашкалах çыраттăмччĕ пуль.

Сăмахсăр юрă пулмасть. Юрă вара çыннăн чун уççи. Çавăнпа кашни юрăçăн хайлавсен авторĕсем камсем пулнине пĕлтермеллех.

- «Самант» тусĕсене хăвăр çемйĕрпе паллаштарас кăмăл пур-и?

- Çемье - эпĕ тата хĕрĕм. Хĕрĕм пысăк ĕнтĕ, аслă шкулта техника тĕлĕшĕпе вĕренет. Типĕ «технарь» тесе ан шухăшлăр ун çинчен. Ним мухтанмасăр пĕлтеретĕп: унăн чунĕнче пултарулăх тапса тăрать. Сăнÿкерчĕксем тума питĕ ăста вăл, унăн куçĕ ытти этем асăрхаманнине курать. Ÿкерчĕксем хайлама та юратать. Вĕт шăрçапа çыхать, тем те çыпăçтарать, тем те касать. Пĕчĕк те туслă çемье хуçи эпĕ.

Манăн пурнăçри чи аслă уяв - хĕрĕмĕн çуралнă кунĕ. Хамăнне паллă тумастăп эпĕ. Манăн çуралнă кун атте-аннешĕн чăн-чăн уяв пулнă. Эпĕ çут тĕнчене килесси манăн ирĕкпе иртмен вĕт, куншăн атте-аннене тата Турра тав тумалла.

- Чăваш юрăçисенчен кама уйрăмах палăртнă пу­­­­­­­­­лăттăр?

- Манăн кумир - Иван Христофоров. Вăл манăн концерт­сене пыни - çав тери пысăк хисеп. Мĕн пытармалли, Иван Иванович чăваш халăхĕн хакĕ те чысĕ - национальное достояние. Унăн юррисене итлесе ÿснĕ эпĕ, унăн пултарулăхĕнчи чун хĕлхемĕсемпе халĕ те ăшăнатăп. Иван Христофорова хам ятран та, халăх ячĕпе те - тайма пуç.

- Пĕчĕккĕ чухне чăвашла юратсах юрланине пĕлтĕмĕр. Çитĕнсен, сцена çине тухсан чăвашла юрласси мĕнле пуçланчĕ?

- Шкул пĕтерсен питĕ вăрах вăхăт чăвашла калаçман эпĕ. Малтан Мускавра 5 çул пурăнтăм, кайран Тутарстан Республикине куçрăм. Тутар чĕлхин пуянлăхне çитме чылай тар тăкрăм, чĕлхе туйăмне, çивĕчлĕхне туптарăм. Чĕлхе пуянлăхне ăса хывмасан, чунпа туймасан - юрă текстне суйлама-ăнланма йывăр. Музыка чĕлхи çапла пуçланать.

Чăваш эстрадине килни вара - тап-таса ăнсăртлăх. Халăх умĕнче чăвашла юрлатăп тесе нихăçан та шутламан. Енчен те çавăн пек шухăш малтанах пулнă-тăк, ăна унчченех пурнăçа кĕртеттĕм. Чăвашла эпĕ 2 çул каялла юрлама тытăнтăм.

Çын сцена çине тухсан хăй мĕн туни пирки тарăннăн та тĕплĕн ăнланмалла. Пурнăçра кашни япала, кашни самант, кашни ĕç, кашни пулăм яланах йĕр хăварать. Шыва чул ывăтсан çавра ункăсем лăплансан унта тек нимĕнле йĕр те юлмасть тесе ан шутлăр. Пирĕн куçа курăнманни çав япала тĕнчере çуккине пĕлтермест тесшĕн эпĕ.

- Тутар эстрадипе чăваш эстрадине танлаштарсан - мĕн калама пулать?

- Тутарсен те, чăвашсен те хăйсен плюсĕсем тата минусĕ­­сем пур. Уйрăмлăхсем ытларах чĕлхере ĕнтĕ, музыка - универсаллă туйăм. Туйăмра вара апла юрамасть текенни, кун пек тумалла мар тесе чарни пулмалла мар. Канонланă искусство аталанмасть.

- Чăваш Енре хăш районсенче гастрольте пулнă?

- Хăш районта пулса курман тесе ыйтни тĕрĕсрех. Чăваш Енре çитмен кĕтес хăварман. Аякри тăвансем - чăваш диас­пори - патĕнче те нумай концерт лартнă. Пур çĕрте те питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Пĕр самант пирки вара уйрăмах асăнас килет. Концерт вĕçленсен халăх клубран тухма васкамасть - питĕ савăнтарать ку. Хăш чух вара казуссем те сиксе тухаççĕ. Сăмахран, концерт вĕçленсен халăх ура çине тăрса тăвăллăн ал çупнă хыççăн эпĕ тав сăмахĕ калама тытăнатăп та - çынсем концерт малалла тăсăлать тесе каллех вырăнĕсене лараççĕ те юрă кĕтме тытăнаççĕ.

Ытла пат татса татăклăн калакан çын тесе ан шутлаччăр мана журнал тусĕсем. Хамăн кăмăла, туйăмсене пĕлтеретĕп, эсир вара килĕшмессе те пултаратăр.

- Сирĕншĕн тĕнчери чи хитре вырăн ăçта?

- Çавăнта, çав тĕлте тесе хуравлаймастăп. Хăçан тупăнĕ маншăн чи илемлĕ кĕтес - пĕлместĕп.

- Ытарайми Фаридана «Самант» тусĕсен ячĕпе пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем сунатпăр. Ÿсĕм çулĕ тĕнче уçлăх кăвапи витĕр ирттĕр тесе те калас килет ытарайми пикене. Тавтапуç!

Владимир СТЕПАНОВ калаçнă