Маркидановсене - «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден
Чулхулара РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăл тăрăхĕнче пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысланă.
Пысăк хисепе тивĕçнисен шутĕнче Чăваш Енри çемье те пур. Куславкка районĕнчи Юпсар ялĕнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем 25 çул пĕрле пурăнаççĕ, тăхăр ача ÿстереççĕ. "Паян эпир сире нумай ача çуратнăшăн, пысăк çемье пулнăшăн чыслатпăр. Эсир пĕлтерĕшлĕ социаллă ĕç-хĕле пурнăçлатăр", - тенĕ Михаил Бабич уява уçнă май.
Маркидановсем - туслă, ĕçчен мăшăр, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хураççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Акă Геннадий Николаевич тăрăшнипе Юпсар ялне газ çитнĕ. Халăха ертсе пыма тата палăртнине пурнăçа кĕртме пултарнине шута илсе ял-йыш ăна старостăна суйланă. Ирина Константиновна клубра ĕçлет, алĕç кружокне ертсе пырать. Ашшĕ-амăшĕн паха енĕсем ачисене те куçнă. Вĕсем тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен. Аслă ывăлĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Асли - строительство отрячĕн бригадирĕ, тепри контрактпа çар тивĕçĕсене пурнăçлать. Кĕçĕннисем шкула, ача садне çÿреççĕ. Аван вĕренеççĕ, тĕрлĕ олимпиада-конкурса хутшăнаççĕ, спортпа туслă.
Маркидановсене ял тăрăхĕнче хисеплеççĕ, ĕçтешĕсем сума сăваççĕ. Халĕ тата чи çÿллĕ шайри хисепе тивĕçрĕç.
"Кăмăл-туйăма туллин пĕлтерме сăмах çитес çук, - тет нумай ача амăшĕ Ирина Маркиданова. - Документсене çемьере сакăр ача чухне патăмăр. Тăххăрмĕшĕ çут тĕнчене килсен указа алă пусрĕç. Чулхулана орден илме тулли йышпа кайрăмăр. Пĕр ывăл çеç пыраймарĕ. Вăл тепĕр хулара службăра тăрать. Çакнашкал чаплă лару-тăрура ачасем те юнашар пулни кăмăла çĕклерĕ. Киле таврăнсан вĕсем пĕрле вĕренекенсене тата учительсене курни-илтни çинчен каласа кăтартрĕç. Кунашкал награда кирек епле çемьене те мăнаçлантарать. Орден пирĕн ачасемшĕн тĕслĕх пулĕ. Эпир мăшăрпа хамăра шаннине тÿрре кăларăпăр, çĕршыва тивĕçлĕ ачасем ÿстерĕпĕр".
И.СЕРГЕЕВА