Новости по теме

24 Раштав, 2014

Студентсем наркотик сутнă

Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта кунта наркотик илсе килекен тата сутакан ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Йышри икĕ çамрăк - Дагестан тата Чечня каччисем, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕринче пĕлÿ пухаканскерсем.

24 Раштав, 2014

Улталаççĕ!

Тĕп хулара ултавçăсем пенсионерсене шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ. Кĕске вăхăтрах çавнашкал темиçе тĕслĕх пулнă.

Граждан урамĕнче 25-30 çулсенчи хĕрарăм хăйĕн пирки банк ĕçченĕ тесе 68 çулти кинемее кредит учрежденийĕ хÿтлĕхсĕр çынсене пулăшни пирки пĕлтернĕ. Хăйĕнпе пĕрле банка пыма, ватă çыннăн перекет кĕнеки çинчи укçине илме ÿкĕте кĕртнĕ. Компенсаци илес тесе пенсионерка ултавçа 40 пин тенкĕ тыттарса янă.

24 Раштав, 2014

Вăл Терешковăна та ташлаттарнă

...Вăл Валентина Терешковăна купăс каласа ташлаттарнă. Людмила Зыкина ăна хăй патне ĕçлеме чĕннĕ. Анчах Арсений Яйцов купăсçă урăх çул суйласа илнĕ. РФ тата Мари Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Иван Палантай ячĕллĕ Мари патшалăх преми лауреачĕ, Туçимари районĕн Хисеплĕ гражданинĕ 16 çул ытла халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн ыркăмăллăх концерчĕсем кăтартать.

24 Раштав, 2014

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче чиркÿ çĕкленет

Тутар Республикинче Çĕпрел ялĕнче тутарсем те, вырăссем те, чăвашсем те тĕпленнĕ. Çынсем пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан тĕн, культура пуянланса çеç пырать. Ялта акă халĕ чиркÿ те пур.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

24 Раштав, 2014

Ку автоматсем текех хăрушă мар

Полици сотрудникĕсем тата Росимущество представителĕсем нумаях пулмасть астармăш вăйăсем йĕркелекенсем усă курнă техникăна тĕп турĕç /сăнÿкерчĕкре/.

«Операцие» Шупашкарти «Смартвтормет» организаци никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Росимуществăн территори управленийĕн ертÿçин заместителĕ Светлана Савельева пĕлтернĕ тăрăх - 2012 çултанпа Чăваш Енре вăйă оборудованийĕн çакнашкал 250 единицине тĕп тунă.

23 Раштав, 2014

Ишек пасарĕнче ветеринарсем ĕçе пикеннĕ

Аш-какай пахалăхне тĕрĕсленĕ

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисемпе муниципалитет органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура килти хуçалăхра туса илнĕ паха апат-çимĕçе ялхуçалăх пасарĕсенче сутма кансĕрлекен бюрократи чăрмавĕсене пĕтерме хушнă.

23 Раштав, 2014

Коммуналлă пулăшушăн татăлмалли йĕрке улшăнчĕ

Çулла - сахалрах, хĕлле нумайрах тÿлĕпĕр

Çынсене хÿтĕлес тĕллевпе патшалăх тарифсене çеç мар, коммуналлă пулăшушăн /унăн калăпăшĕпе тĕсĕ улшăнман чухне/ хывмалли тÿлеве те йĕркелесе тăрать. Федерацин 2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен» 417-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшушăн çынсене тÿлеттерекен укçа виçине ытлашши ÿстересрен чикĕлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Унта сăмах мĕн пирки пырать-ха?

23 Раштав, 2014

Социаллă программăсем валли - тата 13 млн тенкĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе Социаллă программăсене финансламашкăн укçа-тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă. Шăмăршă районĕнчи социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центрăн вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн çурчĕн строительствине вĕçлемешкĕн тата 13 млн тенкĕ куçарнă. Социаллă программăна укçа-тенкĕпе РФ Пенси фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви çурмалла тивĕçтернĕ май çак суммăна республика бюджетĕнчен уйăрнă.

Pages