Коммуналлă пулăшушăн татăлмалли йĕрке улшăнчĕ

23 Раштав, 2014

Çулла - сахалрах, хĕлле нумайрах тÿлĕпĕр

Çынсене хÿтĕлес тĕллевпе патшалăх тарифсене çеç мар, коммуналлă пулăшушăн /унăн калăпăшĕпе тĕсĕ улшăнман чухне/ хывмалли тÿлеве те йĕркелесе тăрать. Федерацин 2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен» 417-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшушăн çынсене тÿлеттерекен укçа виçине ытлашши ÿстересрен чикĕлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Унта сăмах мĕн пирки пырать-ха?

Раççей Правительстви федерацин кашни субъекчĕ валли асăннă пулăшу тÿлевĕн виçине улăштармалли индекссем çирĕплетет. Федераци Правительствин 2014 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчи 718-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре индекс ÿсĕмĕ вăтамран 4,6 процентпа танлашать. Хăш-пĕр муниципалитетра çав шайран 2,3 процент ÿсме пултарать. Çав хушăва пурнăçласа республикăра коммуналлă пулăшу тÿлевĕн виçине кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 6,9 процентран ытла ÿстермен. Çакна та палăртмалла: муниципалитет йĕркеленĕвĕнче производство-инвестици программине е концессиллĕ килĕшÿ çирĕплетме тата коммуналлă инфратытăма аталантаракан программăсене çирĕплетнĕ, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли нормативсем улшăннă тăк /халăх суйлакан органсемпе килĕштерсен/ индекс 6,9 процентран ытларах пулма пултарать.

Республика Пуçлăхĕ кăçалхи майăн 17-мĕшĕнче маларах асăннă 417-мĕш саккуна, 718-мĕш хушăва тата федераци Правительствин 2014 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчи 400-мĕш йышăнăвне тĕпе хурса «Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче çынсем коммуналлă пулăшушăн хывакан тÿлев виçин индексĕсем çинчен» 65-мĕш указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2018 çул вĕçлениччен 296 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче çынсем коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçа виçине ÿстермелли индекссене палăртнă. 239-шĕ валли Раççей Правительстви йышăннă индекссен картинче, 57-шĕ валли халăх суйлакан органсемпе килĕштерсе федераци Правительстви республикăна çитернĕ виçерен уйрăлса тăракан индекссем çирĕплетнĕ.

Ку уйрăмлăх мĕнпе çыхăннă-ха? Ăна кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен çурт-йĕре хутса ăшăтнăран пулакан тăкакшăн тÿлемелли çĕнĕ йĕркене пурнăçа кĕртнипе тата çурт-йĕре хутса ăшăтса кÿрекен пулăшу нормативĕсене ĕçе кĕртнипе ăнлантармалла. Вĕсене ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çанталăк уйрăмлăхне, нумай хваттерлĕ çурт миçе хутлине тата ăна хăçан тунине тĕпе хурса хатĕрленĕ. 1999 çулччен хута янă пĕр тата икĕ хутлă, нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтса пулакан коммуналлă тăкак нормативĕсем чылай пысăкланчĕç. Муниципалитетсенче 2014 çул валли чи пысăк индекссем йышăннă чух вĕсем витĕм кÿчĕç.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсене планпа килĕшÿллĕн улăштарасси федерацин Тарифсен служби РФ субъекчĕсем валли çирĕплетнĕ чикĕллĕ индекссене, çавăн пекех Раççей Правительстви 2014 çулта тата малашлăхри 2015-2016 çулсенче çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли тĕллевĕнче палăртнă çул-йĕре шута илсе пулса иртрĕ.

Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем ноябрь пуçламăшĕнче пурăнмалли вырăна хутса ăшăтнăшăн тÿлемелли квитанцисенче палăртнă тÿлев укçине çĕнĕлле шутланине асăрхарĕç ĕнтĕ. Коммуналлă пулăшу кÿмелли йĕркепе ăна РФ Правительствин 2011 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи 354-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ, çак пулăшушăн пурăнмалли çуртăн пĕрлехи счетчик кăтартăвне пăхса çурт-йĕре хутса ăшăтнă тапхăрта кăна тÿлеттереççĕ. Çуртăн счетчик пулмасан çурт-йĕре хутса ăшăтас енĕпе кÿрекен коммуналлă пулăшу нормативне тĕпе хураççĕ.

Кăçалтан пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн виçи çулла тата хĕлле пĕр мар. Потребительсем пурăнмалли вырăна хутса ăшăтмалли уйăхсенче - ытларах, çулла чылай сахалрах тÿлеççĕ. Тÿлевĕн çĕнĕ йĕрки çинчен ЧР Строительство министерствинчен /тел.: 64-22-27/ ыйтса пĕлмелле.

Пулăшу ĕçĕшĕн тÿлев квитанцине хăвăр шухăшласа палăртнинчен пысăкрах хак çырнă тесе шухăшлатăр тăк чи малтанах çурта пăхса тăракан коммуналлă хуçалăхран ăнлантарма ыйтăр. Унăн хуравĕ тивĕçтермесен ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине кайăр е çыру çырăр. ЧР Конкуренци политикин тата тарифсен служби ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе коммуналлă хуçалăхсем тарифсемпе еплерех усă курнине тĕрĕслесе тăрать.

Раççей Правительствин кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи 2222-р-мĕш хушăвĕпе республикăн граждансем коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçа виçине 2015 çулта улăштармалли индекссене тата хăшпĕр муниципалитетра 2015-2018 çулсенче усă курмалли виçене çирĕплетнĕ:

Çапла вара Чăваш Енре 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу тÿлевĕн виçи вăтамран 11,2% хушăнĕ.

Альбина ЕГОРОВА, ЧР конкуренци политикин тата тарифсен службин ертÿçи.

Рубрика: