Новости по теме

23 Раштав, 2014

Палăкпа танлашакан кăларăм

Хамăр республикăри хаçат-журналта ĕçлекенсем çинчен ятарлă кăларăмсем малтан та пичетленнĕ-ха. 2005 çулта "Журналисты Чувашии" кĕнеке тухнăччĕ, тепĕр икĕ çултан - "Городские и районные газеты Чувашии".

23 Раштав, 2014

Çĕнтерÿçĕсем яланах малта

Швейцарири Цюрих хулинче каратистсенсетокан енĕпе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Унта сумлă спортсменсемпе пĕрлех пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăксем, пĕрремĕш утăмсем тăвакан яшсем вăй виçнĕ. Ăмăртура Чăваш Ен каратисчĕсем те палăрнă.

23 Раштав, 2014

"Хыпар", 244 /26650/ №, 2014, декабрь, 23

о Программа ăнăçлă пурнăçланать

Республикăн адреслă инвестици программине кăçал мĕнле пурнăçланнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.И.Игнатьев ертсе пынă канашлура тĕплĕ тишкернĕ.

о Çутăпа ăшăсăр пурнăç çук

23 Раштав, 2014

Сас-хурана итлесе лару-тăрăва çивĕчлетмелле мар

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - валюта рынокĕнчи тата финанс тытăмĕнчи ансат мар лару-тăру тĕрлĕ сас-хура çуратнă, вăл обществăри кăмăл-туйăма витĕм кÿрет. Уйрăммăн илсен, тĕрĕс мар информацие пула хуратул тата ытти кĕрпе питĕ нумай туянма пуçланă, банксен карточкисемпе çитес вăхăтра усă курма чараççĕ тесе сăмахланипе банкоматсен умĕнче черетсем ÿссе кайнă.

22 Раштав, 2014

Çыхăнусем вăй илччĕр

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕршывсен хушшинчи гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин /Россотрудничество/ ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă.

22 Раштав, 2014

Общество çирĕп пулсан кирек мĕнле йывăрлăх та парăнать

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тата тĕп редакторĕсемпе тĕл пулнă.

Пысăк калаçу пуçланиччен малтан полпред журналистсене хăй ертсе пыракан аппаратăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

22 Раштав, 2014

Самана бюджета улшăнусем кĕртет

Бюджета кăна та мар

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн çирĕм улттăмĕш сессийĕ уçăличчен икĕ кун маларах РФ Федераци Канашĕнчен çак суйлаври депутатсенчен Сенат йышне кĕнĕ, 2012 çулхи июль уйăхĕнченпе çÿлти палатăн наука, вĕренÿ тата культура комитетĕнче вăй хунă Галина Николаева хăйĕн ирĕкĕпе сенатор тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахни çинчен хыпар çитрĕ.

Pages