Общество çирĕп пулсан кирек мĕнле йывăрлăх та парăнать

22 Раштав, 2014

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тата тĕп редакторĕсемпе тĕл пулнă.

Пысăк калаçу пуçланиччен малтан полпред журналистсене хăй ертсе пыракан аппаратăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Çĕршывăн политикăпа экономика пурнăçне кăçал чи вăйлă витĕм кÿнĕ пулăмсенчен пĕрисем - Крым Раççейпе пĕрлешни тата Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнчи хирĕçтăру. Атăлçи, Раççейĕн ытти чылай территорийĕ пекех, вăрçа пула хăйсем тĕпленсе пурăннă вырăнсене пăрахса тарнă çынсене йышăннă. «Паянхи кун тĕлне эпир Украинăран 77 пин çынна йышăннă, 39 пин çынна вăхăтлăх хÿтлĕх панă, вĕсене вырнаçтарма 329 пункт йĕркеленĕ. Хамăр çĕршывра çуралса унта пурăннă ентешсене куçармалли патшалăх программине 6 пине яхăн çын хутшăннă, 1300-шĕ Раççей гражданлăхне илнĕ. Кун пек кăткăс ыйтусене влаç органĕсем çапла хăвăрттăн татса панине эпĕ астумастăп. Çак тапхăрта кирлĕ пĕтĕм норма базине, пурлăх, йĕркелÿ, техника кадр условийĕсене йĕркеленĕ, - тенĕ Михаил Бабич. «Общество РФ Президенчĕ тавра чăмăртанчĕ - совет тапхăрĕ хыççăнхи историре кун пекки пулманччĕ-ха», - палăртнă вăл.

Çулталăкăн политика пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен малалла калаçнă май полпред пĕрлехи сасăлав кунĕнчи суйлавсен - регионсенче вăл йĕркеллĕ иртнĕ - кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Михаил Бабич çавăн пекех полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене реформăлас енĕпе, нацисен тата конфессисен хутшăнăвĕсенчи килĕшÿлĕхшĕн мĕнле ĕçсем тунине пĕлтернĕ. Кăçалхи ĕç-хĕлĕн пысăк пайĕ экономика тата социаллă ыйтусене татса парассипе, РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи Указĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.

Полпред паянхи лару-тăрура пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассипе, административлă чăрмавсене чакарассипе, инвестици климатне лайăхлатассипе, промышленноçра импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе, апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă мерăсем çинче чарăнса тăнă.

Массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем Атăлçи округĕн полпредне ыйтусем панă май хăйсен регионĕшĕн çивĕч ыйтусене çеç мар, округшăн тата Пĕтĕм Раççейшĕн те пĕлтерĕшлĕ калаçу хускатнă. Михаил Бабич 50 яхăн ыйтăва хуравланă. Тĕлпулăва вĕçлесе полпред МИХсен ертÿçисене тав тунă, 2015 çулта тата лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланă: «Сирĕнтен нумай килет. Эсир çак çăмăлах мар тапхăрта халăх патне тарăн та тĕрĕс информаци çитернинчен, позицие ăнлантарса панинчен, экономика тата политика процесĕсене тĕрлĕрен хутшăнакансен шухăшĕсене шайлаштарнинчен обществăри тăнăçлăх килет. Общество тăнăçлă та пĕрлĕхлĕ, çирĕп пулсан эпир кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр, кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та татса парăпăр», - тенĕ вăл.

Л.ПАВЛОВА

Рубрика: 
Автор: