Улталаççĕ!

24 Раштав, 2014

Тĕп хулара ултавçăсем пенсионерсене шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ. Кĕске вăхăтрах çавнашкал темиçе тĕслĕх пулнă.

Граждан урамĕнче 25-30 çулсенчи хĕрарăм хăйĕн пирки банк ĕçченĕ тесе 68 çулти кинемее кредит учрежденийĕ хÿтлĕхсĕр çынсене пулăшни пирки пĕлтернĕ. Хăйĕнпе пĕрле банка пыма, ватă çыннăн перекет кĕнеки çинчи укçине илме ÿкĕте кĕртнĕ. Компенсаци илес тесе пенсионерка ултавçа 40 пин тенкĕ тыттарса янă.

Ярославль урамĕнче те ватă инвалида компенсаци паратпăр тесе илĕртнĕ. Ултавçă, хăйĕн пирки социаллă служба ĕçченĕ тесе каланăскер, унăн килĕнчен 300 пин тенке яхăн илсе кайнă.

Энтузиастсен урамĕнче вара 84 çулти кинемее «почтальон» улталанă: почтăра черет пысăк имĕш, çавăнпа пенсие килне пырса парăп тенĕ. Хваттере кĕрсен вара ултавçă ватă çыннăн 50 пин тенкине вăрласа кайнă.

Кашни тĕслĕхпе полици тĕпчев ирттерет. ШĔМ граждансене асăрхануллă пулма чĕнсе калать.

К.АНТОНОВ

Рубрика: 
Автор: