Новости по теме

14 Кăрлач, 2015

Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх

Ялхуçалăх таварĕн хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕрхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурнăçланать çак ĕç.

14 Кăрлач, 2015

Перекетленнĕ те, хутшăннă та

Иртнĕ çулта республикăра агропромышленноç комплексне аталантарма 2453,6 млн тенкĕ (2013 çулта та çавăн чухлĕ пулнă) уйăрнă, çав шутра - федераци бюджетĕнчен - 1620,5 млн (виçĕм çулхи шайран 104 процент), Чăваш Ен енчĕкĕнчен - 833,1 млн тенкĕ (93 процент). Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ялхуçалăх предприятийĕсене пĕтĕмпе 2430 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 99 проценчĕ) т.ленĕ. Ку шутра федераци хыснинчен - 1614,9 млн (уйăрнă виçен 99,7 проценчĕ), республика бюджетĕнчен - 815,1 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 97,8 проценчĕ).

13 Кăрлач, 2015

Ял илемĕ

Культура учрежденийĕ пирки пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пулать. Унта ĕçлекенсем пĕтĕм вăй-халне ялта тĕпленсе пурăнакан çынсен пурнăçне кăсăклă, тулли, илĕртÿллĕ тăвассипе çыхăнтарнă. Паллă пĕр-пĕр пулăма та, пĕлтерĕшлĕ саманта та асăрхамасăр хăвармаççĕ. Тепĕр чух пĕчĕк сăлтавпа та пулин ял халăхне пысăк савăнăç парнелеççĕ.

13 Кăрлач, 2015

Яваплăха çирĕплетесшĕн

Уголовлă кодексра яваплăхăн çирĕпрех требованийĕсене палăртмалла - çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă ЧР нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕпе çыхăннă предприниматель ĕçне лицензилекен комисси членĕсем хăйсен пĕрремĕш ларăвĕнче.

Çак комиссие иртнĕ çулхи декабрьте республика Правительствин йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Документра комисси ĕçĕн положенине, унăн 14 çынран тăракан йышне палăртнă. Ертсе пыма республикăри ЖКХ предприятийĕсен ассоциацийĕн директорĕн заместительне Валерий Алексеева шаннă.

13 Кăрлач, 2015

Чунсене çыхăнтаракан кĕпер

Санкт-Петербурга, хамăрла каласан - Питĕрте пĕрре пулса курнă çын тепре çитсе килме ĕмĕтленетех. Ик куç тулли илем çеç мар, унăн сывлăшĕ хăй туртать унта. Ку енĕпе хама кăштах телейлĕ теме пултаратăп, кун-çулăмăн чи илемлĕ саманчĕн пĕр тапхăрне - çамрăклăха - çак хулара ирттернĕ.

13 Кăрлач, 2015

Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă

Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать

Никам та чемпион пулса çуралмасть. Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма чи малтан ашшĕ-амăшĕ, шкулти учительсем, унтан пултаруллă тренерсем вĕрентеççĕ. Пин-пин яшпа хĕртен чылайăшĕ ăста тренерсем пулăшнипе республика, çĕршыв, Европа ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Чи пултаруллисемпе вăйлăраххисем тĕнче чемпионачĕсене хутшăнаççĕ, Олимп тÿпине хăпараççĕ. Пирĕн республикăра паян тĕнче чемпионĕсемпе олимпçăсене хатĕрлеме пултарнă тренер сахал мар. Вĕсенчен чи мухтавли те сумли - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов.

13 Кăрлач, 2015

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессине пухасси çинчен

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессине 2015 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнин церемонине ирттерме пухас.

12 сехетре пуçланать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.А.ПОПОВ

13 Кăрлач, 2015

Вĕсем пире вилĕмрен çăлнă

Чылай вăхăт иртрĕ эп унпа паллашнăранпа. Вăл вара паян та, эпир паллашнă чухнехи пекех, çамрăк та вашават, ĕçчен те харсăр. Паян та унăн çĕмĕрт пек хура куçĕсенче ырă кăмăлпа çынлăх тата пурнăçа питĕ-питĕ юратни тапса тăрать.

Pages