Яваплăха çирĕплетесшĕн
Уголовлă кодексра яваплăхăн çирĕпрех требованийĕсене палăртмалла - çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă ЧР нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕпе çыхăннă предприниматель ĕçне лицензилекен комисси членĕсем хăйсен пĕрремĕш ларăвĕнче.
Çак комиссие иртнĕ çулхи декабрьте республика Правительствин йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Документра комисси ĕçĕн положенине, унăн 14 çынран тăракан йышне палăртнă. Ертсе пыма республикăри ЖКХ предприятийĕсен ассоциацийĕн директорĕн заместительне Валерий Алексеева шаннă.
Пирвайхи ларура квалификаци экзаменĕсене йышăнмалли графика пăхса тухнă. Хальхи вăхăтра управляющи организацисен должноçри 38 çынни хăйсене экзамена хутшăнмашкăн ирĕк пама ыйтса çырнă та ĕнтĕ. Коммунальщиксем Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн хăйсен пĕлĕвне тестлама пултарĕç. Январьтен тытăнса эрнере икĕ хут РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн аудиторийĕсенче квалификаци экзаменне тыттарĕç.
Комисси председателĕ управляющи компанисене тĕрĕслесси пирки сăмах пуçарнă - "ку ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, принциплă пулмалла".
Уголовлă кодекс пирки калас тăк - çакна палăртмалла: федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕпе çыхăннă предпринимательлĕх çитес çулхи майăн 1-мĕшĕнчен лицензипе никĕсленмелле. Çĕнĕ правилăсенче çакна та палăртнă: Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ йĕркене пăснă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ, çав тĕслĕхсемпе управляющи компани ертÿçине е компание хăйне суд административлă майпа явап тыттарма йышăннă тăк - кунашкал организацирен çурта тытса тăмалли правăна туртса илеççĕ. Çавнашкал çуртсен шучĕ 15% урлă каçсан лицензие суд урлă пăрахăçлаççĕ. Çак инструмент граждансен ЖКХ сферинчи прависене хÿтĕлемелли шанчăклă инструмент пулса тăмалла.
2015 çулхи майăн 1-мĕшĕ хыççăн пĕр УК та нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе лицензисĕр ĕçлеймĕ. Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексра йĕркене пăснăшăн яваплăхăн уçăмлă мерисене çирĕплетнĕ: лицензисĕр ĕçленĕшĕн, лицензи требованийĕсене пăснăшăн должноçри çынсене дисквалификацилеме е штрафлама пултараççĕ, предпринимательсемпе юридици вăйĕнчи тытăмсене те штраф параççĕ - 300 пин тенкĕ таранах.
К.НИКОЛАЕВ