Новости по теме

16 Кăрлач, 2015

Картинăсенче - Муркаш тăрăхĕн илемĕ

Муркашри Тури чăвашсен музейĕнче Чăваш художникĕсен союзĕн членĕсен А.Брагинăн, А.Головинскин, В.Камалетдиновăн тата Н.Федотовăн картинисен "Тăван тăрăх" куравĕ уçăлнă. Ăна вĕсем Литература çулталăкне халалланă.

16 Кăрлач, 2015

Улах лараççĕ, юмăç пăхаççĕ

Элĕк тăрăхĕнче Раштава халалланă уяв каçĕсем малалла пыраççĕ. Кашни вулавăшрах çутă праçник ячĕпе кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ, кăмăллă тĕлпулусем, Раштав вулавĕсем, информаци сехечĕсем, улахсем ирттереççĕ.

Мăн Выла, акă, - "Раштав - хĕллехи юмахсен вăхăчĕ" вулав, Чăваш Сурăмра "Санăн çуртна - мир: йăла-йĕрке, культурăпа чĕмлĕх" калаçу, Мăн Карачурара "Вифлеем çăлтăрĕ" уяв каçĕ пулчĕç.

16 Кăрлач, 2015

Пенсие - çĕнĕлле

Çĕнĕ çултан пенсие çĕнĕлле шутлас йĕрке пурнăçа кĕчĕ.

Малашне «ĕç пенсийĕ» текен ăнлавпа усă курмăпăр, ун вырăнне страхлав пенсийĕпе пухăнса пыракан пенси юлать. Страхлав пенсийĕ виçĕ пая пайланать: ватлăх çитнипе, инвалида тухнипе тата тăрантаракана çухатнипе параканни. Арçынсем пенсие унчченхи пекех 60 çулта тухĕç, хĕрарăмсем - 55 çулта. Ку таранччен пенсие тухмалли чи пĕчĕк стаж 5 çул пулнă тăк, 2015 çулта - 6 çул, 2016 çулта - 7 çул, 2025 çул тĕлне - 15 çул пулĕ.

15 Кăрлач, 2015

Чăваш пичечĕн Ренессансĕ таврăнĕ-и?

- Кивĕ сăнÿкерчĕксене пăхатăн та - асаилÿ хыççăн асаилÿ. Унчченхи вăхăтсене таврăннăнах. Мĕн тери хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Пĕрле тăрăшнă журналистсене, хаçат ĕçченĕсене яланах ырăпа, тав туса аса илетĕп. Чăннипех çав вăхăт чăваш пичечĕн чăн чĕрĕлнĕ саманчĕ пулчĕ. Хаçат тиражĕ те ÿсрĕ, 53 пин, 70 пин, 80 пин... Икĕ çул 85 пин тиражпа тухса тăнă.

15 Кăрлач, 2015

Коньки çине тăрасчĕ хăвăртрах

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕкленсе ларнă Пăр кермен - паянхи кун строительство пыракан чи пысăк объектсенчен пĕри. Анчах мĕншĕн халĕ те хута ямаççĕ ăна? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта çитсе курчĕ.

15 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

15 Кăрлач, 2015

Пуçа килсен пушмак...

Влаç тытăмĕнче те тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ тепĕр чухне. Калăпăр, Раççей Правительствин членĕ Шупашкара килсе кайнине пĕлмесĕрех юлаттăмăр. Вăл вара «Çăкăр» акционер обществинче темĕнле канашлу пухнă иккен, хыпарлать Интернет. Унта апат-çимĕç хакĕсем улшăннипе çыхăннă ыйтусене хĕрÿ сÿтсе явнă-мĕн.

Pages