Улах лараççĕ, юмăç пăхаççĕ

16 Кăрлач, 2015

Элĕк тăрăхĕнче Раштава халалланă уяв каçĕсем малалла пыраççĕ. Кашни вулавăшрах çутă праçник ячĕпе кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ, кăмăллă тĕлпулусем, Раштав вулавĕсем, информаци сехечĕсем, улахсем ирттереççĕ.

Мăн Выла, акă, - "Раштав - хĕллехи юмахсен вăхăчĕ" вулав, Чăваш Сурăмра "Санăн çуртна - мир: йăла-йĕрке, культурăпа чĕмлĕх" калаçу, Мăн Карачурара "Вифлеем çăлтăрĕ" уяв каçĕ пулчĕç.

Элĕкри тĕп библиотекăра вулакансем улах каçне пухăнчĕç. Пĕр-пĕрне саламланă, парнесем панă хыççăн чăваш юррисене шăрантарчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Раштавран пуçласа Кăшарниччен ялсенче юмăç ярасси, çветке çÿресси йăлара. Çак йăла-йĕркене те манăçа кăларасшăн мар Элĕксем.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: