Картинăсенче - Муркаш тăрăхĕн илемĕ

16 Кăрлач, 2015

Муркашри Тури чăвашсен музейĕнче Чăваш художникĕсен союзĕн членĕсен А.Брагинăн, А.Головинскин, В.Камалетдиновăн тата Н.Федотовăн картинисен "Тăван тăрăх" куравĕ уçăлнă. Ăна вĕсем Литература çулталăкне халалланă.

Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине чысласа вĕсем пĕлтĕр "Ильинский" кану çуртĕнче пленэр ирттернĕ. Çавăн чухне ăсталанă та хăйсен ĕçĕсене сăрă ăстисем. Муркаш тăрăхĕнчи чи илемлĕ те ĕлккен вырăнсенче шăпах асăннă выставкăра вĕсемпе паллашма пулать. Мероприятие Муркаш район администрацийĕн культура, архив ĕçĕн тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Е.Чернова уçнă. Елена Геннадьевна Анна Брагинăна, Чăваш художникĕсен союзĕн ытти хастарĕсене курава йĕркелеме пулăшнăшăн тав тунă, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме сĕннĕ.

Р.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: