Взятки пĕчĕк, штрафĕ вара - пысăк!

16 Кăрлач, 2015

Пакунлă çынсем взятка илни пирки ÿркенменни кăна калаçмасть. Илменни çинчен сайра хутра çеç сăмахлатпăр. Ку тĕслĕх - шăпах çак ретрен.

Канаш районĕн сучĕ Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан 43 çулти арçынна ПАИ инспекторне взятка пама тăнăшăн айăпласа 150 пин тенкĕлĕх штрафланă. Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - çак арçын хăйĕн «Лада Приора» автомобилĕпе ÿсĕрле тата документсăр-мĕнсĕрех çула тухнă. Канаш хулине кĕнĕ çĕрте ăна çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн сотрудникĕсем чарнă. Яваплăхран ?водитель удостоверенийĕсĕр юлма пултарать, çийĕнчен 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ вĕт!% хăтăлас тĕллевпе арçын инспекторсене взятка парас тенĕ - 5 пин тенкĕ сĕннĕ. Пакунлă çынсем укçа илмен, уголовлă ĕç çуралнă.

Сăмах май, 2002 çулта çак арçын уголовлă майпа айăпланнă ĕнтĕ. Ун чухне çын вĕлернĕшĕн суд умне тăнă, 10 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлнă.

Н.КОНОВАЛОВ.

Рубрика: