Новости по теме

12 Кăрлач, 2015

Уяв кунĕсем мĕнле иртнĕ?

Январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен кунĕсенче йĕркеленĕ культурăпа спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ.

12 Кăрлач, 2015

Тĕллевсем сулмаклă - Мускавра Константин Иванов палăкне лартасси таранах...

Раççейре тахçантанпа кĕтнĕ Литература çулталăкĕ пуçланчĕ. Чăвашсене ĕмĕр хыççăн ĕмĕр малашлăха урă куçпа пăхма хистекен вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ çуралнăранпа кăçалхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула Константин Иванов çулталăкĕ теме йышăннă. Ăна тивĕçлипе ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ. Комитетăн пĕрремĕш ларăвĕ Çĕнĕ çула кĕрес умĕн, пĕлтĕрхи декабрĕн 29-мĕшĕнче, Информаци политикин министерствин Лару-тăру центрĕнче иртнĕ.

12 Кăрлач, 2015

Чи нумай вулакан пуçлăх

"Кĕнеке - чи çывăх тус" тесе вĕрентетчĕç пире ача чухне. Шел, çулсем иртнĕ çемĕн унăн сумĕ чакса, вулакансен йышĕ пĕчĕкленсе пырать. Çавна май халăхра кĕнекен пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе юлашки вăхăтра сахал мар мероприяти ирттерме тивет.

12 Кăрлач, 2015

Пĕр тĕвĕри ăс-пурлăх

Çĕнĕ çул умĕн ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Раççей халăх художникне, Раççей ÿнер академийĕн президиумĕн членне, чаплă живописеца тата графика Ревель Федорова пурнăçĕнчи паллă пулăмпа - 85 çулхи юбилейĕпе - чысланă.

12 Кăрлач, 2015

Таврара - пĕртен пĕр янавар

Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхра лаша усраканни Мăн Марка ялĕнчи Шаровсен çемйи çеç. Юлан ут е çăрхалакан урхамах мар, çапах кăмăлĕ пур чух юртать. Сăхăм мар, тăлпан ураллă, пакăлчамас. Ĕçре шăпах çавăн пекки кирлĕ. Яра куна сухапуç туртаять. Кантармассерен сĕлĕ çитер кăна.

12 Кăрлач, 2015

Штраф вырăнне - колони

Канаш районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче Канаш хула администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕре шута илекен тата валеçекен секторĕн заведующийĕ пулнă Любовь Михайлова тĕлĕшпе палăртнă айăплава - штрафа - ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарнă.

Вăл 2011 çулхи июньте суд умне тăнăччĕ. Должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата взяткăшăн ăна 3 млн та 15 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Кайран судсен йышăнăвĕсемпе, чăн та, штраф виçине 2 млн та 515 пин тенкĕ таран пĕчĕклетнĕччĕ, штрафа тÿлессине 3 çуллăха каяраха хăварнăччĕ.

31 Раштав, 2014

"Хыпар", 250 /26656/ №, 2014, декабрь, 31

2014 çул мĕнпе асра юлĕ? Иртнĕ çул мĕнпе асра юлнине çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса йĕрлеме хăтланса пăхар-ха.

Туслă çыхăнушăн тав тăватпăр. Акă вĕсем, хаçатпа туслă çыхăну тытакан тата калеме мăкалма паман хастарсем.

31 Раштав, 2014

Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатпăр

Саламлатпăр!

Хаклă туссем! Хисеплĕ вулакансем! «Хыпар» Издательство çурчĕн, «Хыпар» хаçатăн авалхи тата çĕнĕ тусĕсем!

«Тулта декабрь шатăртатмасть» пулин те, ирĕк парсамăр сире çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа тата мĕнпур христиансен чунтан юратакан Раштавпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлама.

Pages