Чи нумай вулакан пуçлăх

12 Кăрлач, 2015

"Кĕнеке - чи çывăх тус" тесе вĕрентетчĕç пире ача чухне. Шел, çулсем иртнĕ çемĕн унăн сумĕ чакса, вулакансен йышĕ пĕчĕкленсе пырать. Çавна май халăхра кĕнекен пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе юлашки вăхăтра сахал мар мероприяти ирттерме тивет.

Вăрнарсем, акă, хальхинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче чи нумай вулакан ертÿçĕне палăртрĕç. Район конкурсĕн çĕнтерÿçи - Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков. Сергей Калистратович Туçи Çармăс ялĕнчи вулавăша час-часах çÿрет, тĕрлĕ литература вулать. Ачисене те кĕнекепе пĕчĕкрен туслаштарма тăрăшать. Мăшăрĕпе, Татьянăпа, виçĕ ывăл ÿстереççĕ вĕсем.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн портфолиовне пурне те кăсăклантармалла пуян хатĕрленĕшĕн Зинаида Петрова библиотекарь те конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

В.БАГАДЕРОВА.