Таврара - пĕртен пĕр янавар

12 Кăрлач, 2015

Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхра лаша усраканни Мăн Марка ялĕнчи Шаровсен çемйи çеç. Юлан ут е çăрхалакан урхамах мар, çапах кăмăлĕ пур чух юртать. Сăхăм мар, тăлпан ураллă, пакăлчамас. Ĕçре шăпах çавăн пекки кирлĕ. Яра куна сухапуç туртаять. Кантармассерен сĕлĕ çитер кăна.

Кил хуçи Валериан вырсарникун хушка пуçа кÿлсе, арăмне Галинăна урапа çине лартса Ишек пасарне çул тытсан çын арăмĕсем Мăн Маркапа Кивçурт Маркара хаш! сывласа, Çатра Маркапа Ишекре пĕр-пĕрин çине вăльт-вальт куç ывăтса юлаççĕ. Хуларан килнĕ мăнукĕсене çуна çине лартса катаччи чуптарсан ял ачисем ăмсанаççĕ.

Иванович лашине юратса пăхать. Кăпăка ÿкиччен нихçан та хăваламасть. Тимĕр суха турти хушшине тăратмасть. Тракторĕпе сухалать.

Шаровсем лашине кăçалах пусмаççĕ е сутмаççĕ. Тапăртатса тăракан урхамахсемпе хĕр кăларма кайнине, уйран йĕтеме кĕлте турттарнине, Ишек ярмăрккинче юлан ут янине аса илтерекенни пурăнать-ха.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА

Рубрика: