Паян Чăваш патшалăx филармонийĕнче Раççeй санэпидемстанцийĕ 100 çул тултарнă ятпа савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕceм тата ветеранĕceм хутшăнчĕç.
Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшни ял çыннисен ĕç укçине пысăклатнипе пĕрле ялти пурнăç шайне çĕклет, унти хăтлăха тивĕçтерме май парать. Çак шухăша вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлессине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче цифрăсемпе усă курса çирĕплетрĕ.
Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе тунтикунхи канашлура транспорт министрĕ Владимир Осипов паллаштарчĕ. Фонд кăçал пĕлтĕрхинчен 2 миллиард ытла тенкĕлĕх пуянрах пулнă — пĕтĕмпе 8,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çавна май пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ те чылай пысăкрах: пĕлтĕр çулсен 468 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсанă пулсан кăçал çак кăтарту 538 километрпа танлашĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ 92,2% танлашнă. Çапах ÿкерчĕке хура тĕспе кăна сăнлани те вырăнсăр. Дмитрий Иванович палăртнă тăрăх, çĕртме уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ÿсме пуçлани палăрать: кашни уйăхрах кăтартусем умĕнхи уйăхринчен пысăкрах.
«Муниципалитетсенче должноçри çынсем çителĕклĕ тимлĕх уйăрман тĕслĕхсем пур», — терĕ мобилизацие йĕркелени пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çавăнпа вăл граждансенчен килекен ыйтусене тĕрĕслесе тăрассине хăйĕн çине илнĕ: «Мĕн пур пăтăрмахпа çăхава шута илмелле, кĕске вăхăтра тишкермелле. Хăш-пĕр ĕç-пуçа тымарта чухнех тĕп тумалла».
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулĕ. Çавна май республикăра ачасен сывлăхне çирĕплетессине, тивĕçлĕ пĕлÿ парассине тата пултарулăхне аталантарассине çитес вăхăтра тата ытларах тимлĕх уйăрĕç.
Украинăри Горловка хулинчен Чăваш Ене эвакуаципе килнĕ 44 çулти Елена Гелых Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче çывăх вăхăтра иртекен референдум çинчен мĕн шухăшланине каларĕ:
Мариупольте пурăнакан 69 çулти Галина Зайцева çывăх вăхăтра Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче иртекен референдум пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.
— Референдума эпир питĕ кĕтетпĕр. Пирĕн Раççей йышĕнче пулас, Раççей пĕлтерекен хыпарсене итлес килет. Украина пире ялан хăратать. Интернетра информаци вăрçи пырать. Соцсетьсенче Раççей çинчен суя информаци сараççĕ, - терĕ вăл.
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пациентсен хăрушсăрлăхĕн кунне паллă тăваççĕ. Паян Сывлăх сыхлав министерстви эмел хăрушсăрлăхĕ тавра брифинг йĕркелерĕ.
Ставрополь крайĕнче иртекен конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем ăмăртаççĕ. Конкурсăн 17 лауреатне палăртнă та ĕнтĕ, çак йышра Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов та пур.
Куçăн майпа иртекен 1-мĕш турта Александр Марсович «Тăван чĕлхене шкулта анлăлатассин ăнăçлă мелĕсем» темăпа калаçса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çавăн пекех ачасемпе урок ирттернĕ.