Новости по теме

7 Юпа, 2022

Республика экономики ESG принципĕсене тĕпе хурса аталанĕ

Экономикăн çак никĕс çинчи аталанăвĕн концепцине 2023 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне йышăнĕç. Çакăн пек йышăну турĕ эрнекун Чăваш Енĕн Аслă экономика канашĕ.

5 Юпа, 2022

Ÿкĕтлесе çитĕ, явап тыттарма вăхăт

Юлашки çулсенче патшалăх хывакан инвестицисен калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ, çакă уйрăм çынсене те инвестици хывма хавхалантарать. Анчах ĕçе ăнтарайман тĕслĕхсем те пур — çакă пăшăрхантарть. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă капиталлă строительство объекчĕсен строительствин, реконструкцийĕн тата капиталлă юсавĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен штабăн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — çивĕч калаçу пуласси тÿрех сисĕнчĕ.

30 Авăн, 2022

"Эпир ҫак 4 региона алӑ тӑсса патӑмӑр"

Станислав ТРОФИМОВ, ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин председателӗ:

–  Донецк тата Луганск халӑх республикисем, Херсон тата Запорожье облаҫӗсем паян Раҫҫей йышне кӗни пирӗншӗн пысӑк истори пулӑмӗ. Хӑватлӑ, тӗрӗслӗхе мала хуракан, йывӑрлӑха лекнисене пулӑшакан ҫӗршывра пурӑннипе мӑнаҫланатпӑр. Эпир ҫак 4 региона алӑ тӑсса патӑмӑр. Паллах, эпир вӗсене мӑнаҫлӑ та аслӑ ҫӗршыв йышӗнче курма хавас. Ку – тӗрӗслӗх. Эпир хамӑрӑн Президентпа мухтанатпӑр.

30 Авăн, 2022

"Ҫынсем ҫакна кӗтнӗ – кӗтсе илчӗҫ"

Владислав СОЛДАТОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ресурссемпе тивĕçтерекен центр директорĕ:

— Çак регионсем Раççейпе пĕрлешни — тахçанах «пиçсе çитнĕ» утăм. Ман шутпа, ăна унчченех тумалла пулнă. Донбасс халăхĕ çапла тума хатĕрччĕ, анчах ун чухне эпир хатĕрех пулман.

30 Авăн, 2022

"Ҫапла пуласса эпир пурте пӗлнӗ"

Иван БОЙКО, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ:

Çапла пуласса эпир пурте пĕлнĕ — халăх кăмăлне тĕпе хурса Донецк, Луганск халăх республикисен, Запорожье, Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешрĕç. Ман шутпа, çак утăм асăннă регионсенче пурăнакансен ĕмĕтне те тӳрре кăларчĕ. Украина режимĕ вĕсене нумай çул хаяррăн хĕсĕрленине шута илсен — пушшех.

30 Авăн, 2022

Донецк, Луганск, Запорожье тата Херсон — Раççейпе пĕр çемьере!

Раççей регионĕсен йышĕ пысăкланчĕ — Донецк, Луганск халăх республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем унăн йышне кĕчĕç. Тивĕçлĕ килĕшӳсене эрнекун Кремльти Георгий залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата асăннă республикăсемпе облаçсен пуçлăхĕсем Денис Пушилин, Леонид Пасечник, Евгений Балицкий тата Владимир Сальдо алă пусса çирĕплетрĕç.

29 Авăн, 2022

Ноутбук усăсăр выртать

Налук тӳлессинчен пăрăнма тем тĕрлĕ мелпе те усă кураççĕ. Çав шутра — предприятисене ятарласа панкрута кăларни, суя парăм кăтартни. Пĕр тĕслĕхре, сăмахран, ултавçăсем панкрут предпритирен çук парăма ыйтнă, çийĕнчен унăн 120 миллион тенкĕлĕх пурлăхне ярса илесшĕн пулнă. Ку тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарни ҫинчен каларӗҫ Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче.

29 Авăн, 2022

Çĕр-çĕр миллион тенкĕ «перекетлесшĕн»

Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче тишкерне ыйтусенчен пӗри – преступлени туса илнĕ укçана легализацилесрен сыхланасси. Федерацин налук службин республикăри управленийӗн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Петрова налукçăсен иккĕленӳллĕ операцисене тăрă шыв çине кăлармалли информаци ресурсĕсем çителĕклине çирĕплетрĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра çавнашкал тĕслĕхсемпе тӳлеттернĕ хушма налук виçи 200 миллион тенкĕпе танлашнă.

29 Авăн, 2022

Ҫынсем айӑплӑ мар

Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕн кун йĕркине ЖКХри саккунлăхпа çыхăннă лару-тăрăва тишкерессине кĕртнĕ те — доклад тăвакансем пĕри те тепри пĕтĕмпех йĕркелли çинчен каларĕç: саккуна уяман тĕслĕхсем пур пулин те — темле киревсĕр тĕслĕхсем мар. Калаçăва кĕтмен çĕртен Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертӳçи çивĕчлетрĕ...

Pages