Комментари хушас

29 Авăн, 2022

Ҫынсем айӑплӑ мар

Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕн кун йĕркине ЖКХри саккунлăхпа çыхăннă лару-тăрăва тишкерессине кĕртнĕ те — доклад тăвакансем пĕри те тепри пĕтĕмпех йĕркелли çинчен каларĕç: саккуна уяман тĕслĕхсем пур пулин те — темле киревсĕр тĕслĕхсем мар. Калаçăва кĕтмен çĕртен Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертӳçи çивĕчлетрĕ...

Александр Полтинин пĕлтернĕ тăрăх, Красноармейскинче пурăнакан çынсен ушкăнĕ тӳрĕ линие хутшăнса СК председателĕнчен Александр Бастрыкинран пулăшу ыйтнă — вĕсен çурчĕ арканса пыни, анчах влаçсем ăна авари пулма пултараканнисен шутне кĕртме хирĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Александр Владимирович çак тĕслĕхпе УК 285 статйипе (должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни) уголавлă ĕç пуçарнине çирĕплетрĕ, анчах çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх пурри палăрсан 238-мĕш статья та, хăрушсăрлăха тивĕçтермен пулăшу ĕçĕсем кӳнĕшĕн явап тыттармаллискер, хушăнма пултарать. «Тĕрĕслев органĕсем ăçта пăхнă? Мĕншĕн районта çурт-йĕрĕн маневр фондне йĕркелемен? Халь мĕн тумалла — вырăнти влаçсем мĕнле мерăсем йышăнĕç?» - ыйту хыççăн ыйту пачĕ регионăн «тĕп следователĕ».

Строительство министрĕ Павел Данилов палăртнă тăрăх, сăмах общежити пирки пырать — вăл муниципалитет харпăрлăхĕнче. Юсанин усси çук, унта пурăнакансене çитес çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен урăх вырăна куçарма йышăннă. 1,4 пине яхăн тăваткал метр йышăнакан 50 пӳлĕмре 94 çын шутланать, чăннипе вара нумайăшĕ унта пурăнмасть ĕнтĕ. Чылайăшĕн урăх çурт-йĕр пур — темшĕн вĕсене хальччен те списокран кăларман. Çынсен социаллă наймшăн тӳлемелли парăм капланса кайнă, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемелли парăм пысăк — 660 пин тенкĕ.

Ĕç-пуçа муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев та уçăмлатрĕ. Ыйтăвĕ, вăл палăртнă тăрăх, сухаллăскер. Вырăнти влаçсем çав пӳлĕмсене пĕрре кăна мар пăхнă, вĕсем пурăнма юрăхсăррине пĕлеççĕ. Анчах çынсене райцентрта ниçта та куçарма çук. 11 километрти Пикшик ялĕнчи шкул çурма пушă — тивĕçлĕ йышăну тусан унăн интернат пулнă пӳлĕмĕсемпе усă курма пулать. Унта юсав-реконструкци ĕçĕсене пурнăçламалла — çак ĕçе çитес çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме май пур. Вăл çавăн пекех хайхи пӳлĕмсенче пурăнакансем вĕсене тара илнĕшĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлеменнине пĕлтерме те манмарĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ларăва ертсе пынăскер, муниципалитет пуçлăхĕ «тивĕçлĕ йышăну тусан» тени пирки тӳрех асăрхаттарчĕ: «Йышăнăва сирĕн тумалла. Эпир вара тĕрĕслесе тăрăпăр тата пулăшăпăр». Следстви комитетĕнчен Олег Алексеевич районăн унчченхи ертӳçисен ĕçне хаклама ыйтрĕ: «Çав çурт мĕнле майпа муниципалитет харпăрлăхне лекме пултарнă?» Çынсем пӳлĕмсемшĕн тӳлесе тăман çĕртех пурăнмалли урăх лаптăк ыйтнипе те, ун шучĕпе, çырлахма юрамасть. Çапах унчченхи влаçсен йăнăшĕсене тӳрлетме шантарчĕ, мĕншĕн тесен çакăншăн граждансем айăплă мар.

www.hypar.ru