Новости по теме

16 Авăн, 2022

Шупашкарти вĕрентекен – Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурс лауреачĕ

Ставрополь крайĕнче иртекен конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем ăмăртаççĕ. Конкурсăн 17 лауреатне палăртнă та ĕнтĕ, çак йышра Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов та пур.

Куçăн майпа иртекен 1-мĕш турта Александр Марсович «Тăван чĕлхене шкулта анлăлатассин ăнăçлă мелĕсем» темăпа калаçса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çавăн пекех ачасемпе урок ирттернĕ.

15 Авăн, 2022

Чăваш Ен предприятийĕсем тĕнчери куравсене хутшăнĕç

Авăн уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Казахстанра Пĕтĕм тĕнчери «Энергетика, электротехника тата энергетика машиностроенийĕ» Powerexpo Astana курав иртĕ.

Унта республикăри ултă предприяти кайĕ. Пилĕк предприяти вара Азербайджанра юпа уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче иртекен «BakuBuild» пĕтĕм тĕнчери строительство куравне çул тытĕ. Юпа уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Ташкентра пĕтĕм тĕнчери «УзСтройЭкспо» курав пулмалла. Унта пирĕн енчен тăватă предприяти хутшăнĕ.

14 Авăн, 2022

Атăл çийĕн сасă кайрĕ

Шупашкарта опера юрăçисен «Атăл çийĕнчи сасă» Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă конкурсĕ иртет. Унта хутшăнма Новосибирскран, Красноярскран, Петропавловск-Камчатский тата ытти хуларан 100 ытла заявка çитнĕ. Конкурс йĕркелӳçисем видеоĕçсемпе тимлĕн паллашнă хыççăн çĕршыври музыка театрĕсенчен тата консерваторисенчен утмăла яхăн хутшăнакана Шупашкара йыхравланă. Çавăн пекех Китайран тата Узбекистанран та музыка ăстисем килĕç.

14 Авăн, 2022

Ирçесемпе мăкшăсен уявĕ иртĕ

Пирĕн республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслăн килĕштерсе пурăнать. Пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашма вара яланах кăсăклă. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче Мордва культурин кунĕ иртĕ. Уява Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеме йышăннă.

14 Авăн, 2022

Спортсменсене преми хавхалантарĕ

Ипотека кредичĕшĕн пирвайхи взнос хывмашкăн патшалăхран укçа илме пултаракан граждансен речĕ анлăланать: Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырланине кура çак çăмăллăхпа малашне IT-технологисен специалисчĕсем те усă курма пултарĕç. Кун пирки Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче калаçнă май Михаил Ноздряков цифра аталанăвĕн министрĕн ячĕпе шӳтлесе те илчĕ: «Кристина Андреевна, «айтишниксемшĕн» çăлтăрлă сехет çитрĕ — çăмăллăхсем вĕсем çине тăкăнаççĕ кăна!»

14 Авăн, 2022

Капиталлă юсав хакланать

2023 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăх юсавĕшĕн пухакан тӳлевĕн чи пĕчĕк виçине çирĕплетес ыйтупа Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов сăмах илчĕ.

Pages