Ирçесемпе мăкшăсен уявĕ иртĕ
Пирĕн республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслăн килĕштерсе пурăнать. Пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашма вара яланах кăсăклă. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче Мордва культурин кунĕ иртĕ. Уява Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеме йышăннă.
Пĕр ятпа пĕрлештернĕ ирçесемпе мăкшăсен чĕлхи, йăли-йĕрки, культури хăйне евĕрлĕ. Çакна пулас ăрусем валли упраса хăварасси — паян пурăнакансен тивĕçĕ. Çакнашкал фестивальсем ирттерни те ку енчен пĕлтерĕшлĕ пулмалла.
Уявра тӳрех темиçе лапам ĕçлĕ. «Эрзянь кудоюр» этнокартишре кил-тĕрĕшри, этнографи тата йывăçран каскаласа тунă илемлĕ япаласемпе паллашма пулĕ. «Эрзя авань оршамонзо» лапамра вара наци тумне тăхăнса пăхма ирĕк парĕç. «Пултарулăх чан çапни» чатăрта Напольнăй тата Рындино ял тăрăхĕсен халăх ăстисем çекĕлпе тата йĕппе çыхма, çăм арлама, йывăçа каскалама тата ыттине вĕрентĕç. Мордва наци апатне уйрăм лапамра тутанса курма май килĕ. Çавăн пекех уява хутшăнакансем халăхăн туй йăли-йĕркипе те паллашĕç.
Мордва культурин кунĕнче Мордва Республикин, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсен пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç.
www.hypar.ru Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕк
Комментари хушас