Больницăна – çĕнĕ хатĕр
Чĕре чирĕсемпе кĕрешессине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти неврологи уйрăмне нумаях пулмасть 12 оборудовани илсе килнĕ.
Çак хатĕрсем мимери юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе аптăракансене пулăшма кирлĕ. Унпа инсульт тапхăрĕнчи пациентсене реабилитацилеме усă кураççĕ. Вăл организма вăхăтра йĕркене кĕртме май парать. Тренажерсене хӳтĕлев пайĕсемпе тивĕçтернĕ, вĕсем пациента ăнсăртран ӳксе суранланасран сыхлаççĕ. «Усси ытларах пултăр тесен реабилитацие иртерех пуçламалла», — палăртнă уйрăм заведующийĕ Григорий Колесников.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас