Республика экономики ESG принципĕсене тĕпе хурса аталанĕ
Экономикăн çак никĕс çинчи аталанăвĕн концепцине 2023 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне йышăнĕç. Çакăн пек йышăну турĕ эрнекун Чăваш Енĕн Аслă экономика канашĕ.
Канаш ларăвĕнче сăмах илнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕнче паян экологи тематикинчен пăрăннăн туйăннине палăртрĕ. Чăннипе вара ку — суя туйăм. Ун шучĕпе, çĕршывсем çак тема патне таврăнсан паян ун пирки манманнисем малта пулĕç. Çавна май вăл ESG принципĕсене пăхăнса вĕсене пурнăçламалли уçăмлă стандартсене хатĕрлемеллине палăртрĕ, финанс институчĕсен тата çак сферăра хăйсен проекчĕсене пурнăçлас тĕллевлĕ организацисен майĕсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каларĕ.