Ноутбук усăсăр выртать
Налук тӳлессинчен пăрăнма тем тĕрлĕ мелпе те усă кураççĕ. Çав шутра — предприятисене ятарласа панкрута кăларни, суя парăм кăтартни. Пĕр тĕслĕхре, сăмахран, ултавçăсем панкрут предпритирен çук парăма ыйтнă, çийĕнчен унăн 120 миллион тенкĕлĕх пурлăхне ярса илесшĕн пулнă. Ку тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарни ҫинчен каларӗҫ Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче.
Тепĕр тĕслĕхре предприяти подрядчикпа 30 миллин тенкĕлĕх килĕшӳсем тунă. Ĕçсене пурнăçламан, анчах подрядчик ĕçленĕ пек кăтартса çав укçана шыраса илме суда тавăç тăратнă. «Эпир унăн ыйтăвĕ сăлтавсăр пулнине ĕнентерсе патăмăр», — терĕ Марина Петрова — ултавшăн уголовлă майпа явап тытма тивĕ.
Кун йĕркичи тепĕр ыйту — регион проекчĕсене, наци проекчĕсен тытăмне кĕрекенскерсене, пурнăçланă чухне саккуна пăсасран, çав шутра коррупци тĕслĕхĕсенчен сыхланасси. Финанс министрĕн пĕремĕш çумĕ Ольга Метелева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал нацпроектсем валли пăхнă тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 77 миллиард тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе çак укçан 56% усă курнă — ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкрах.
Шел те, çак укçапа тирпейсĕр усă курнă тĕслĕхсем те çук мар. Тĕрĕслевпе шутлав палатин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Яковлева йĕркене пăснин 44 миллион тенкĕлĕх тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларнине çирĕплетрĕ. Çав шутра — Куславкка хулинче парка хăтлăлатма укçа уйăрнипе çыхăннă ĕç-пуç. Е тата — шкулсенче «Ӳсĕм вырăнĕ» центрсем валли оборудовани туянни. Тем те туяннă — квадрокоптертан пуçласа ноутбуксем таран, анчах хăш-пĕр çĕрте вĕсемпе усă курмаççĕ иккен. Ноутбуксене хута ярса та пăхман. Паллах, кунашкаллипе çырлахма юрамасть — должноçри çынсен явап тытма тивĕ.