Чунĕ яланах Раççее туртнă
Украинăри Горловка хулинчен Чăваш Ене эвакуаципе килнĕ 44 çулти Елена Гелых Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче çывăх вăхăтра иртекен референдум çинчен мĕн шухăшланине каларĕ:
— Референдума эпĕ сакăр çул çурă кĕтнĕ. Чун яланах Раççее туртнă. Союз арканнă чухне эпĕ çитĕнсе çитмен хĕрччĕ. Апла пулин те çав вăхăтрах манăн Раççей йышĕнче пурăнас килетчĕ. Чăваш Ене ывăлпа хĕлле килтĕмĕр. Çуллахи каникулта Горловкăна каясшăнччĕ, анчах унти лару-тăру хăратрĕ. Пурнăç лайăхланасса ĕненетпĕр, Раççее шанатпăр. Çавăнпах эпир — референдумшăн.
Редакцирен: Елена Викторовнăн ывăлĕ Григорий А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче ăс пухать. Хăй Шупашкарти пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче пурăнать. Горловкăри пусмăра, хĕç-пăшал сассине манман-ха Гелыхсем. 2021 çулхи авăн уйăхĕнченех шкула пĕртте каяйманнине те каласа кăтартнăччĕ.
Комментари хушас