Кăтартусем уйăхсерен лайăхланаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ 92,2% танлашнă. Çапах ÿкерчĕке хура тĕспе кăна сăнлани те вырăнсăр. Дмитрий Иванович палăртнă тăрăх, çĕртме уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ÿсме пуçлани палăрать: кашни уйăхрах кăтартусем умĕнхи уйăхринчен пысăкрах. Çулталăк пуçланнăранпа тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 190,7 миллиард тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,6% пысăкрах.
Ял хуçалăхĕ аван ĕçлет — производство 5% хушăннă. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси ÿснĕ. Пухса кĕртнĕ тĕш тырă виçи вара иртнĕ çулхинчен 70% пысăкрах. Строительствăри кăтартусем те мăнаçланмалăх пур. Пурăнмалли 742 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи сакăр уйăхринчен 88% нумайрах.
Чăн та, куншăн строительсене кăна тав туни вырăнсăр. Асăннă кăтартура уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр калăпăшĕ пысăк — 490 пин тăваткал метр. Ку çулталăк каяллахинчен 6 хут пысăкрах. Çакăнта Олег Николаев çуртсене инвентаризацилес енĕпе тимлĕ пулнин витĕмне курать. Тепĕр енчен, ку енĕпе патшалăх çуртсене газ кĕртессине тÿлевсĕр пурнăçлани те пысăк пулăшу кÿнĕ. Газ кĕртмелли условисенчен пĕри çурта регистрацилесси пулнă вĕт. Вăт, çăмăллăхпа усă курас тĕллевпе нумайăшĕн, çуртне унчченех çĕкленĕ, анчах регистрацилеме васкаман граждансен, пÿрчĕсене «саккунлă» тумашкăн тивнĕ.
Сăмахне тăснă май Дмитрий Краснов тулашри суту-илÿ калăпăшĕ пĕчĕкленнине пăшăрханса палăртрĕ. Экспорт пушшех нумай, 25%, пĕчĕкленнĕ, импорт 4,5% çухатнă. Паян экспортăн пысăк пайĕ, 60% — Китая, Казахстана каякан продукци. Пирĕн экспортерсем çавăн пекех Польшăпа, Литвапа, Чехипе, ытти хăш-пĕр çĕршывпа ĕçлеççĕ.
Инфляци 10,1% танлашнă. Анчах ку — çулталăкăн малтанхи уйăхĕсен витĕмĕпе пулнă кăтарту. Кайран вара, министр çирĕплетнĕ тăрăх, дефляци туртăмĕ те палăрнă. Ĕç укçине илес тĕк, уйăхри вăтам виçе 39,2 пин тенке çитнĕ. Финанс тата страховани сферисенче шалу уйрăмах лайăх. Ĕç укçин виçипе Шупашкар хули, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Красноармейски районĕсем малта.
Комментари хушас