Комментари хушас

21 Авăн, 2022

Раççей йышĕнче пуласшăн

Мариупольте пурăнакан 69 çулти Галина Зайцева çывăх вăхăтра Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче иртекен референдум пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

— Референдума эпир питĕ кĕтетпĕр. Пирĕн Раççей йышĕнче пулас, Раççей пĕлтерекен хыпарсене итлес килет. Украина пире ялан хăратать. Интернетра информаци вăрçи пырать. Соцсетьсенче Раççей çинчен суя информаци сараççĕ, - терĕ вăл.

Редакцирен: Галина Зайцева ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче эвакуаципе Шупашкара килнĕччĕ. Тăван тăрăхĕнче неонацистсенчен пытанса 28 кун путвалтан тухмасăр нушаланни, çире мĕн пур, çавăнпах тарса пирĕн республикăна çитни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Тăван тĕпренчĕкĕшĕн, пĕчĕк мăнукĕсемшĕн кулянса çулла вăл Мариуполе таврăнчĕ. Чăваш Енре тарават йышăннăшăн, йывăр вăхăтра пулăшнăшăн Галина Алексеевна паянхи кун та тав тăвать.

www.hypar.ru