Новости по теме

19 Раштав, 2022

Инвестицисем çине алă сулман-и?

Тунтикунхи канашлу çанталăк тивĕçлĕ службăсене каллех тĕрĕсленине сÿтсе явнипе вĕçленчĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче çанталăк япăх пулнă май каллех темиçе районти хăш-пĕр ял электричествăсăр юлнă. Республика Пуçлăхĕ çакăншăн çанталăк кăна айăплă пулма пултарнине хирĕçлемест, анчах промышленноç министрне ыйтăва тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.

19 Раштав, 2022

«Пĕрремĕшпе» ан тавлаш

Тунтикунхи канашлура культура министрĕ Светлана Каликова архивсен ĕçне йĕркелес ыйтупа сăмах илчĕ. Муниципалитет округĕсем йĕркеленине, ял тăрăхĕсем пĕтнине кура вĕсен докуменчĕсене архива упрама памалла. Анчах районсен архивĕсем резинăран мар — хăшĕсем 100% тулнă. Хушма пÿлĕмсем уйăрассине тивĕçтермелле. Тепĕр енчен, архивсенче çынсем çителĕксĕр. Хăш-пĕр районта — пĕрер кăна. Министр штатсене пысăклатма ыйтрĕ. Комсомольскинче ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тума хатĕр-мĕн — хальччен пĕр çын ĕçленĕ, тепĕр çынна йышăнаççĕ.

19 Раштав, 2022

5% - чăх кулли...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мел çине куçарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă — пулăшу ĕçĕсен пысăк пайĕпе паян Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă кану кунĕсене пăхмасăр тата талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те усă курма пулать. Массăллă 87 пулăшу ĕçне электрон мел çине куçарнă.

19 Раштав, 2022

Промышленноçра та ырă туртăм пур

Çулталăк вĕçленсе пырать, анчах бюджет укçипе усă курас енĕпе хăш-пĕр тытăм тĕлĕшпе ыйтусем пур. «Паллах, ĕç-пуç пĕлтĕрхинчен лайăхрах теме пулать, анчах ку лăпланмалли сăлтав мар», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — «васкаманнисене» правуртарах ĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ.

19 Раштав, 2022

Юрăçсене шыраççĕ

Эстрада артисчĕсен союзĕ вокал искусствинче çĕнĕ ятсем тупса палăртмашкăн «Уçă саслă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.

Пултарулăх ăмăртăвĕ дистанци мелĕпе иртĕ. Конкурсантсен ĕçĕсене Чăваш Республикин культурăпа искусство деятелĕсем, преподавательсемпе педагогсем хаклĕç. Ÿсĕме кура тăватă ушкăна пайлĕç: 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, 18-25 çулсенчисем, 25-35 çулсенчисем, 35 çултан аслăраххисем. Номинацисем: соло, ансамбль тата хор.

17 Раштав, 2022

«Тулашран витĕм кÿме тăрăшĕç»

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн XXXIII конференцийĕн шăматкун иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче партиецсем авăн уйăхĕнчи суйлава пĕтĕмлетрĕç, ытти ыйтăва тишкерчĕç.

15 Раштав, 2022

Шалу парăмĕ чакнă

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шалу парăмĕ 3,6 миллион тенкĕ чакнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне тăватă организацири 72 çын умĕнчи парăм 4,18 миллион тенкĕ шутланнă. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Республикин Ĕç инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин пĕлтерчĕ.

12 Раштав, 2022

Лайăх алăра техника та шанчăклă

Тунтикунхи канашлура ял хуçалăх техникин смотр-конкурсĕ тавра калаçу пулчĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти техника юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, смотра 149 организаци, 61 фермер хуçалăхĕ хутшăннă.

12 Раштав, 2022

Çамрăк 500 медике çĕр çăтнă тейĕн

Чăваш Ен Пуçлахĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура медицинăна кадрсемпе тивĕçтерес ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Ку енĕпе çивĕчлĕх пурри куçкĕрет. Республикăри медучрежденисенче тухтăрсемпе 75,5% тивĕçтернĕ, вăтам медперсонал тĕлĕшпе те ку кăтарту нумай пысăк мар — 76,2% шайĕнче. «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ. 2012 çултанпа çак программăсемпе ялсене ĕçлеме кайнă врачсен йышĕ 627 çынпа танлашнă, фельдшерсем — 130 çын. Анчах çакă та çăлăнăç мар.

Pages