Лайăх алăра техника та шанчăклă

12 Раштав, 2022

Тунтикунхи канашлура ял хуçалăх техникин смотр-конкурсĕ тавра калаçу пулчĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти техника юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, смотра 149 организаци, 61 фермер хуçалăхĕ хутшăннă.

Конкурсра Муркаш районĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăх тата Патăрьел районĕнчи Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕ мала тухнă. Владимир Павлович вĕсем техникăна упрамалли условисене, ĕç сыхлавне çуллен лайăхлатса пынине, техникăна çуллен 100% тĕрĕслев витĕр кăларнине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ку енĕпе Комсомольски, Красноармейски, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсем аван ĕçлеççĕ, Куславкка тата Вăрмар районĕсем вара çулленхи смотр-конкурса хутшăнас та темен.

Хуçалăхсем çĕнĕ техника ытларах та ытларах туяннине палăртма кăмăллă. Пĕлтĕр техника паркĕ пушшех чылай çĕнелнĕ — патшалăх пулăшăвĕн усси куçкĕрет. Çапах кивĕ трактор-машина та нумай-ха: 15 çултан «аслăраххин» тÿпи 68% танлашать. Анчах лайăх алăра пулсан, вăхăтра пăхса-юсаса тăрсан çак техника тата чылай çул ĕçлеме пултарĕ. Çапах кивĕ, ĕçлемен, анчах пурпĕр шутра тăракан техника та çук мар — хуçалăхсен ертÿçисем унпа сыв пуллашма васкамаççĕ. «Ку енĕпе ĕçлетпĕр», — терĕ Владимир Павлович.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас