Комментари хушас

12 Раштав, 2022

Çамрăк 500 медике çĕр çăтнă тейĕн

Чăваш Ен Пуçлахĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура медицинăна кадрсемпе тивĕçтерес ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Ку енĕпе çивĕчлĕх пурри куçкĕрет. Республикăри медучрежденисенче тухтăрсемпе 75,5% тивĕçтернĕ, вăтам медперсонал тĕлĕшпе те ку кăтарту нумай пысăк мар — 76,2% шайĕнче. «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ. 2012 çултанпа çак программăсемпе ялсене ĕçлеме кайнă врачсен йышĕ 627 çынпа танлашнă, фельдшерсем — 130 çын. Анчах çакă та çăлăнăç мар. Çийĕнчен кăçал, сăмахран, çак программăсем валли уйăрнă укçа та туллин тăкакланмасть: 62 тухтăрпа тата вăтам медперсонал йышĕнчи 35 çынпа килĕшÿ тунă — малтан палăртнинчен сахалрах.

Министр медицина ĕçченĕсене чылай çăмăллăхпа тивĕçтернине палăртрĕ, анчах кадрсемпе çыхăннă çивĕчлĕх пурпĕр сирĕлменнине кура, ун шучĕпе, шурă халатлă çынсене патшалăх енчен пулăшмалли çĕнĕ мерăсем палăртни вырăнлă. Михаил Ноздряков ытти регионти лару-тăрупа кăсăкланчĕ: унта мĕнлерех? Владимир Степанов каланă тăрăх, нумай регионта, çав шутра кÿршĕ республикăсемпе облаçсенче кадр ыйтăвĕ пирĕннинчен те çивĕчрех. «Медицина специальноçĕсене вĕренме кĕрекенсен йышне ÿстерме тăрăшатпăр — лару-тăрăва лайăхлатма пултарасса шанатпăр», — терĕ министр.

«75-76% — хăратакан цифрăсем...» — терĕ Михаил Ноздряков. Пур çĕрте те çапла пулни, паллах, лăпланмалли сăлтав мар. Çийĕнчен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов кăвайта краççын сапрĕ. Депутатсем те ку ыйтупа интересленеççĕ-мĕн — ĕç-пуçа пĕлеççĕ. Леонид Ильич палăртнă тăрăх, кăçал республикăри медицина вĕренÿ учрежденийĕсенчен 800 яшпа хĕр вĕренсе тухнă, вĕсенчен 300-шĕ кунта ĕçе вырнаçнă. Ытти 500-шĕ ăçта — паллă мар. Çавăн пекех вăл медучилищĕне студентсене вĕрентме лаптăк çитменни çинчен аса илтерчĕ — тата 2 пин тăваткал метр кирлĕ. Халĕ общежитин пĕр пайне вĕренÿ пÿлĕмĕсем валли йышăннă — ку йĕркеллĕ мар.

Хăй те медик пулнă май ПК спикерĕ нумай медицина учрежденийĕнче вĕренÿ пÿлĕмĕсем япăххи çинчен те каларĕ: «Эпĕ ĕçлеме пуçланă вăхăтра, 30 çул каялла, мĕнле пулнă — нимĕн те улшăнман. Вĕсенчен чылайăшĕ — путвалсенче». Çавнашкал пÿлĕмсем республика больницинче, офтальмологи клиникинче, федерацин травматологи центрĕнче лайăх, анчах унашкалли сайра. Çавăн пекех Леонид Черкесов çамрăк кадрсене илĕртес, ĕçе йышăнас енĕпе ĕçленине больницăсен тĕп тухтăрĕсен ĕçне хакламалли критерисен шутне кĕртме сĕнчĕ — вĕсен те интерес пултăр.

Михаил Ноздряков медучилищĕне хушма лаптăк кирлипе çыхăннă ыйтăва хальччен те пĕрре кăна мар çĕкленине аса илтернĕ май экономика аталанăвĕн министрне Дмитрий Краснова, патшалăх пурлăхĕшĕн те яваплăскере, ыйтăва татса памалли майсене тишкерме сĕнчĕ. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх, вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче те усă курман лаптăксем пур. Тишкермелле, çав вăхăтрах медучилищĕне çывăх пулнине шута илмелле.

www.hypar.ru