Новости по теме

28 Çĕртме, 2021

Хăнасене Улăп кĕтсе илĕ

«Ясна» этнокомплексра хăйне евĕрлĕ кӳлепе ăсталама палăртнă. Вăл — чăваш халапĕсенчи паттăр, Улăп.

Çак ĕçе пурнăçлассипе виçĕ скульптор ĕçлет: Алексей Исаев, Артем Гильманов, Денис Постных паллă чул касакансем. Сăмах май, Улăп çинчен калакан халапсене Алексей ача чухнех вулама юратнă. Паян вара вăл ăна 100 çулти юманран касса кăларать.

www.hypar.ru 

28 Çĕртме, 2021

Раççей конкурсĕнче – лауреат

Мускавра иртнĕ «Хĕрлĕ тӳрем» фестивальте Чăваш кĕнеке издательстви 180 яхăн кĕнекепе паллаштарнă.

Кăçалхи вулакан илемлĕ, тавра пĕлӳ тата ача-пăча литературипе (чăвашла та, вырăсла та) уйрăмах кăсăкланни палăрнă. «Хĕрлĕ тӳрем» фестивальте «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» тата «Этно-я-Futurum» кĕнекесем «Регионсенчи чи лайăх кăларăм» конкурс лауреачĕ пулса тăнă.

25 Çĕртме, 2021

Чи илемлĕ ялсене шырать

Кам? Раççeйĕн чи илемлĕ xулисен ассоциацийĕ. Ăçта? Хальхинче Рязань, Тамбов, Самар, Владимир, Иваново, Ярославль, Кострома, Тверь облаçĕceнче, Тутарстанра, Чăваш Енре тата Мари Элте. Россельхозбанк пулăшнипе йĕркеленĕ экспедици 27 яла, çав шутра Вăрмар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕceнчине, çитсе пăxaть.

25 Çĕртме, 2021

Пилĕк кун та пилĕк каç

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн.  Акă Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл кино пăхма кăмăллакансене. Конкурса тăратнă 12 илемлĕ тата  регионсенче ÿкернĕ 17 фильма жюри членĕсем тивĕçлĕ хак панă.

25 Çĕртме, 2021

Чи явапли — хамах

Вера ЕВСТИГНЕЕВА, 58 çулта, Шупашкарти Алькеш поселокĕнче пурăнакан:

Çулсем хушăнса пынă май чылайăшĕн сывлăх тĕлĕшпе тимлĕх ӳсет. Эпĕ те çамрăкрах чухне чир-чĕр ересси, вăл организма сиенлетесси çинчен пит тарăнах шухăшламан. Малтан мала утăмланăçемĕн сывлăхшăн чи явапли хам пулнине ăнланса пыратăп.

25 Çĕртме, 2021

Чиртен вакцинаци хӳтĕлет

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Вăл палăртнă тăрăх, лару-тăру йывăрланса пырать, чирлекенсен шучĕ ӳсме тытăннă. «Короновирусăн штамĕсем вăй илнĕ май чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Инфекцирен вакцинаци кăна хӳтĕлеет», — терĕ вăл.

24 Çĕртме, 2021

Çĕмĕрлесем Республика кунне паллă тăваççĕ

Кăçал Республика кунне халалланă мероприятисене ирттермелли тĕп лапамсенчен пĕри - Çĕмĕрле районĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов каланă тăрăх, çĕмĕрлесем уява тăрăшса хатĕрленнĕ. «Республика уйăрнă укçапа районта çулсем юсарăмăр, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалланă парксемпе палăксене çĕнетрĕмĕр. Инициативлă бюджетировани мелĕпе 43 проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр», — терĕ пуçлăх. Муниципаллă округ туса хунă май халăх пурнăçĕнче улшăнусем пулассине пĕлтерчĕ вăл.

Pages