Нимелле – çĕнĕ кĕпер

24 Çĕртме, 2021

Чăвашăн авалтан пыракан ниме йăли-йĕркине паян та тытса пыракансем пур. Тепĕр тесен, кăçал Республика кунĕ те çак чĕнӳпе иртрĕ.

Шăпах пĕрлехи вăйпа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнчи Çĕнĕ урамра çĕнĕ кĕпер хывнă. Кивви тахçанах юрăхсăра тухнă. Хамăр пурăнакан вырăншăн хамăрăнах тăрăшмалла, пире мĕн нушалантарнине айккинчи çын пĕлес çук. Çавăнпах Владислав Самойлов депутатпа пĕрле вырăнти хастарсем нимене тухнă, пĕрлехи вăйпа çĕнĕ кĕпер çĕкленĕ. Ку ĕçе тума арçынсене икĕ кун çитнĕ.

www.hypar.ru Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас