Комментари хушас

26 Çĕртме, 2021

Сывлăх нимрен хаклă

Владимир ИВАНОВ, Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ял администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Коронавирусран тӑвакан прививкăн икĕ тапхăрĕ витĕр те тухрăм. Малтан нарăсра, унтан пуш уйăхĕнче вакцинацилентĕм. Ун чухне хама лайăхах туйрăм. Нимĕн те канăçсăрлантармарĕ.  Манăн аппа Валентина Исаевна медицина тытăмĕнче ĕçлет. Татăклă утăм тăвиччен унăн шухăшне тĕпе хутăм. Чăн та, сывлăх нимрен хаклă. Тем тесен те, çыннăн паянхи кунпа пурăнмалла мар. Пирĕнтен кашниех ырă малашлăхшăн ĕçлет.

www.hypar.ru

Рубрика: