Комментари хушас

25 Çĕртме, 2021

Чи явапли — хамах

Вера ЕВСТИГНЕЕВА, 58 çулта, Шупашкарти Алькеш поселокĕнче пурăнакан:

Çулсем хушăнса пынă май чылайăшĕн сывлăх тĕлĕшпе тимлĕх ӳсет. Эпĕ те çамрăкрах чухне чир-чĕр ересси, вăл организма сиенлетесси çинчен пит тарăнах шухăшламан. Малтан мала утăмланăçемĕн сывлăхшăн чи явапли хам пулнине ăнланса пыратăп.

Коронавирус чирĕ сарăлма пуçланăранпах сыхланмалли мелсене пăхăнма тăрăшатăп. Социаллă тытăмра ĕçленĕрен çынсемпе хутшăнмасăр май çук. Тĕрĕссипе, ĕçре кăна мар, килтен тухсанах вирус çаклатасси шиклентерет. Çавăнпа та вакцинацие хутшăнма хаваспах килĕшрĕм. Ку таранччен шала кайнă чирпе аптраман. Паллах, прививкăччен тухтăр патĕнче тĕрĕслентĕм. Пĕрремĕш тапхăр хыççăн хама аванах туйрăм, нимĕнле улшăнăва та сисмерĕм. Çак кунсенче ӳте иккĕмĕш дозăпа тирчĕç. Йĕркеллех çӳретĕп.

Каварлă чир нумай çынна хавшатрĕ. Малашне вăл пирĕнтен хăпса пытăр тесен, манăн шухăшпа, чару çуккисен вакцинаци витĕр тухмаллах.

www.hypar.ru

Рубрика: