Новости по теме

21 Çĕртме, 2021

Чăваш наци библиотеки - 150 çулта

Чăваш наци библиотекине йĕркелесе янăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 150 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма вулавăш ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме тĕв тытнă. Малтанхисем хыçала юлчĕç ĕнтĕ. Паян вара тепĕр ярăмри мероприяти иртрĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Хăнасен шутĕнче Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов пулчĕç.

21 Çĕртме, 2021

Çамрăк хоккеистсене хатĕрлĕç

А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи регионти хоккей центрĕ пуçласа çамрăк хоккеистсене хатĕрлеме тытăннă.

Пĕрремĕш тренировка çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ. Республикăри районсемпе хуласенчен пуçтарăннă çамрăк хоккеистсем эрне тăршшĕпех ăсталăхне туптĕç. Занятисене «Сокол-2021» команда тренерĕ Денис Систейкин тата «Сокол-2014» вĕрентекенĕ Кирилл Кузнецов ертсе пыраççĕ. Чи хăйне евĕрли — хапхаçăсемпе вăйăçăсене пĕр вăхăтра хатĕрлесси.

21 Çĕртме, 2021

Вăрçă пуçланнине аса илĕç

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш драма театрĕ «Инкеклĕ телей» спектакль кăтартĕ.

Инсценировкăна Сергей Павлов Юлия Николаевăн калавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Ку ĕçе Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитнине тата Сăрпа Хусан чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Спектакль режиссерĕ — СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Театрăн пултарулăх ушкăнĕ çак спектакле курнă хыççăн çынсем пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕсрех утăм тума тытăнасса шанать.

21 Çĕртме, 2021

Раççейре – 3-мĕш

Пĕтĕм Раççейри тухтăрсен конкурсĕн 3-мĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта çĕршыври 58 субьектран 609 ĕç килсе çитнĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1-мĕш Хула клиника больницин уйрăм ертӳçи Радислав Максимов «Чи лайăх невролог» номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Унăн медицина стажĕ – 18 çул. Вăл — Чăваш Республикин неврологсен наукăпа медицина обществин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин неврологипе ĕçлекен эксперт канашĕн, Юсав медицинин тухтăрĕсен Раççей Обществин членĕ.

21 Çĕртме, 2021

Чăваш кĕнеки – Мускавра

Çĕртме уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Мускавра «Хĕрлĕ тӳрем» кĕнеке фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательстви те хутшăннă.

Мероприятие çыравçăсем, издательсем тата культурăпа искусствăра тăрăшакан ытти çын хутшăннă. Чăваш литературине хаклакансем валли «Раççей регионĕсем» лапамра» 17-мĕш чатăр ĕçленĕ.

www.hypar.ru Фото culture.cap.ru

20 Çĕртме, 2021

Коронавируспа чирлес килмест

ТИПШĔМ Сашук, чăваш эстрада юрăçи:

- Çимĕкре яла халăх таçтан та килет, пурте пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Командировкăра пулнă çынсем те пысăк уявра яла çитеççĕ, çавăнпа коронавируспа чирлес хăрушлăх пысăк. Çитменнине, мăшăр та 1-2 уйăх каялла хăй сисмесĕрех чирлесе ирттерни палăрчĕ: ĕçĕнче антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.

19 Çĕртме, 2021

Вакцинацие аван тÿссе ирттертĕм

Валерий НИКИТИН, хормейстер, Шупашкар районӗ, Шорчекассинчи культура ҫурчӗ:

- Коронавируса ҫӗнтерме пурин те вакцинациленмелли ҫинчен каланине телевизорпа курсанах ҫакӑн пирки шухӑшлама тытӑнтӑм. Хамӑн сывлӑхшӑн тӑрӑшмалла-ҫке. Ачасем те кулянаҫҫӗ, ыйтсах тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа коронавирусран прививка тутартӑм. Ҫынсем темле каланине те илтеттӗм: йывӑр пулать, температура ӳсет тата ытти те. Анчах икӗ хутӗнче те хама аванах туйрӑм. Тухтӑр каланине шута хуни те пулӑшрӗ пуль. Ыттисене те вакцинациленме сӗнетӗп.

www.hypar.ru

Pages