Туризмшăн яваплине палăртнă

Мария Гришинăна Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствине пăхăнакан учреждени ертӳçине лартнă.
Ку тивĕç наци туризмĕн брендне аталантарассипе, анлăлатассипе çыхăннă. Пĕлтĕр Мария Гришина «Управлени команди» республика конкурсĕнче финала тухнă 5 çын йышне кĕнĕччĕ. Туризм аталанăвĕн агентствине вырнаçиччен вăл «Кванториум» технопарк ертӳçиччĕ. Çапла майпа, «Управлени команди» республика конкурсĕ пултаруллă çынсене карьера картлашкипе хăпарма пулăшать. Унта ыттисем те хутшăнаяççĕ. Çавăн валли утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен lider.cap.ru сайтра анкета ыйтăвĕсене хуравламалла, видеопрезентаци вырнаçтармалла.
www.hypar.ru Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ