Чиртен медицина пулăшăвĕсĕр хăпма çук

27 Çĕртме, 2021

Елена Курицына, Комсомольски районĕ:

Вакцина ахальтен шухăшласа кăларнă япала мар. Ĕлĕк, сăмахран, мур сарăлнипе мĕн чухлĕ çын вилнĕ. Ку кăна-и? Туберкулеза пула та чылай пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Хĕрлĕхен, хĕрлĕ шатра, свинка аптратнă ачасене. Медицина çак чирсемпе кĕрешмелли витĕмлĕ мел шухăшласа кăларнă — прививка тума тытăннă. Халĕ çакнашкал чирсем анлă сарăлса аптратмаççĕ халăха. Вакцина усси пулман тăк патшалăх ку ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ ахалех тăкакламан пулĕччĕ. Çын сывлăхĕ — малти вырăнта. Таçан коронавирус килсе çакланчĕ акă. Ку чиртен те медицина пулăшăвĕсĕр хăпма çук. Çавăнпах вакцинацие шухăшласа тăмасăрах хутшăнтăм. Килтен тухсах çӳременнисем те тутараççĕ ăна. Пирĕн, пĕрмай çын хушшинче çӳрекенсен, пушшех сыхланмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас