Лана ПРУСАКОВА: "Олимпиада вăй пачĕ"

21 Нарăс, 2018

Паян Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕ Лана Прусакова Кăнтăр Корейăран тăван тăрăха таврăнчĕ. Олимпиада паттăрне Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем, спорт шкулĕпе Олимп резервĕсен училищин ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç.

Вăл Пхенчхан хули тĕнче ăмăртăвне лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. «Трассăсем аванччĕ. Курса çÿреме пушă вăхăт сахалрах пулчĕ. Пĕрмай тренировкăра пултăмăр, атте-аннепе телефонпа калаçма та вăхăт çукчĕ. Питĕ ывăннипе хăна çуртне килнĕ-килмен çывăрма выртаттăмăр. Унти хăйне евĕрлĕ çанталăк та пире витĕм кÿчĕ пулас», — терĕ спортсменка.

Малашнехи пирки ыйтрăмăр та «Темиçе кун та пулин килте канасчĕ!» — терĕ хĕр йăл кулса. Тепĕр эрнеренех уншăн тренировкăсем пуçланаççĕ, Швейцарие сбора тухса каять. Пуш уйăхĕнче тĕнче кубокĕн тапхăрне хутшăнĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, слоуп-стайл ăмăртăвĕ нарăсăн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Çав кун Çĕнĕ Шупашкарти Прусаковсем те ирех телевизор умне ларнă: фристайлистсем 4 сехетрех старта тухнă-çке. «Ун чухне пĕтĕм çемйипех — аслисем те, пĕчĕккисем те ирех вăрантăмăр. Пирĕн пата тăвансем килчĕç. Питĕ пăшăрхантăмăр, Ланăн кашни утăмне сăнарăмăр. Финала тухайманнипе куççуль тухрĕ пулин те кулянса ÿкмерĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли — хĕрĕм чĕрĕ-сывă пултăр. Лана Олимп командине лекнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Вăл пирĕн — шанчăкăм, телейĕм», — терĕç Светлана Юрьевнăпа Алексей Петрович. Лана киле таврăннăшăн йăмăкĕ Олеся уйрăмах савăнчĕ, ăна тахçантапах курман-çке пĕчĕкскер. Вăл аппăшĕ çумĕнчен хăпма пĕлмерĕ, ăна чечек çыххисене йăтма пулăшрĕ.

Николай НИКОЛАЕВ, республикăри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ:

Лана Прусакова — çамрăк фристайлист. Вăл 17-ре кăна-ха. Унăн пуласлăхĕ пур. Çитес Олимпиадăна хутшăнма çул уçăлчĕ ун валли. Тепĕр тăватă çултан вăл хăйне кăтартех. Тĕнче шайĕнчи ăмăртăва чи чи вăйлисене кăна илеççĕ. Унта пурте лекеймеççĕ. Апла тăк пирĕн спортсменка чи лайăххисен йышĕнче. Эпир унпа мухтанатпăр.

Валерий ВАСИЛЬЕВ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР фристайл федерацийĕн ертÿçи:

Лана ман куç умĕнчех ÿсрĕ. Вăл ача чухнех питĕ пултаруллăчĕ. Олимпиадăна хутшăнни — питĕ пысăк çитĕнÿ. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ. 2016 çулта çамрăксен Олимп вăййисенче ылтăн çĕнсе илнĕ хыççăн сăрт-ту йĕлтĕрçисен спорчĕпе тата фристайлпа кăсăкланакансен йышĕ самай ÿсрĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас