Унта та кунта свай çапаççĕ
Шкулсен строительствин, юсавĕн теми тавра тунтикунхи канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов кашни объектри ĕçсемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах — концесси мелĕпе çĕклемелли шкулсем тĕлĕшпе. Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонти 1,4 пин ачана йышăнмалли шкула 3-мĕш стройтрест хăпартать. Проектпа смета докуменчĕсене патшалăх экспертизине панă. Объект хакĕ 1,8 миллиард тенкĕрен те иртет. Халĕ никĕс свайĕсене çапаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та 1,1 пин ача валли шкул тумалла. Вăл 1,54 миллиард тенке ларĕ. Унта та подрядчик свайсем çапма тытăннă.