Экономика ÿсĕмлĕ
Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова экономикăн тĕрлĕ отраслĕ кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Кăмăллă пулма сăлтав пур. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производстви 11% хушăннă. Надежда Юрьевна ăнăçлă ĕçлекен предприятисене асăннă май «Элара», ЧЗСА, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ, «Химпром», «Лента», «Чăвашторгтехника» импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе тăрăшуллине палăртрĕ.