Михаил Федоров (1848-1904)

Михаил Федорович ФЕДОРОВ 1848 ҫулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет) Хурапхара ҫуралнӑ. 1864–1869 ҫҫ. Михаил Самарти учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. Унтан пӗр хушӑ Шӗнерпуҫӗнче учительте ӗҫленӗ. 1879 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинари ҫумӗнче икӗ тата виҫӗ класлӑ хула училищисем валли учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ, хула училищин учителӗ ятне илме экзаменсем тытнӑ. Унтан Шупашкарти виҫӗ сыпӑклӑ училищӗре ӗҫленӗ. Кунтах ӑна уесри училищӗсен канашӗн членне суйланӑ. 1891 ҫулта Михаил Федорова Царевококшайск (хальхи Йошкар-Ола) хулине икӗ сыпӑклӑ шкул пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме янӑ.

Унӑн пӗтӗм чӑваш халӑхӗ юратакан «Арҫури» поэми 1908 ҫулта «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере кун ҫути курнӑ. Ку хайлав – чӑваш литературин шедеврӗ.

Михаил Федорович Федоров 1904 ҫулта чирлесе вилнӗ.

 

АРÇУРИ
 
Хĕвел ансан Хĕветĕр, –
Эсир ăна пĕлетĕр, –
Хĕвне çăкăр чикрĕ те,
Лаша кÿлсе ларчĕ те
Тухрĕ кайрĕ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма.
Карчăк Микули каймарĕ,
Ăна юлташ пулмарĕ:
Микул турра пуççапма
Ишекелле каймалла терĕ;
Тÿр кĕллине тÿрлетме
Тиха тытса пусмалла терĕ.
Арăм сыв мар, суя мар,
Хĕлĕн-çăвĕн хĕн курать терĕ.
Кирилесем килте çук,
Лавраç пичче лава кайнă,
Салтак ачи пама кайнă.
Хĕвелтухăç хĕрелет,
Ыр çанталăк пăсăлать,
Хура пĕлĕтсем чупаççĕ,
Çăва патĕнчен тухаççĕ,
Хăяматалла каяççĕ!
Хура вăрман хумханать,
Хура лаша хартлатать.
– Хура лаша, ан хартлат,
Хурамаран ма хăран?
Акă ĕнтĕ, ачсемĕр,
Аран-аран уткалать:
Ыраш улăм çитерсен
Ыр выльăх та ывăнать.
Çуркуннепе çул усал,
Турткалаймасть, тухатмăш,
Чуман лаша пек чупать.
Сулахайра сулнăк пур,
Сылтăм енче çырма пур.
Хура утпа иксĕмĕр
Çырма хĕрне çитрĕмĕр.
Тăвар варĕ – тăвайкки,
Ăçта пур-ши сĕвекки?
Йĕп чиксе те куç курмасть.
Те арçури, те шуйттан,
Те ыр-усал, те вăр-хурах,
Те çул маяк, те амак?
Чун шикленет, ăш вăркать,
Пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать.
Шĕвик! шăхăрать çын пекех,
Мăкăл-макăл юмахлать,
Шăтăр-шатăр тутарать, –
Путь ухмаххи тапранать.
Юмах ярать, юптарать,
Йăнăш çулпа чуптарать,
Чике тăршшĕ ларттарать.
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ:
Çавра çил пек çаврăнса,
Çĕмĕртсене çĕмĕрсе
Сикрĕ тухрĕ çырмаран,
Пĕкке хуçрĕ çурмаран, –
Ват çын пекех шур сухаллă,
Качака пек мăйракаллă,
Ури вăрăм, куçĕ чармак,
Урхас Кушкă вăрманĕнче
Урлă-пирлĕ уткалать,
Урнă йыт пек тулашать:
Вĕрет, сурать, пусмăрлать,
Кăтăкласа вĕлерет.
Лаша кÿлсе ларать те,
Тутар ямшăк пулать те
Çĕр çĕмĕрсе чуптарать,
Çĕр чĕтретсе кăшкăрать...
Ах, Турă, çырлах,
Турă, ан пăрах,
Ху этемне ху упрах! (…)
Çултах вилес пулĕ-и-ха?
Киле çитсе тăрасчĕ,
Ыр вилĕмпе вилесчĕ;
Йÿтечченех пурнасчĕ,
Тÿшек çинче вилесчĕ.
Ыр вилĕмпе вилсессĕн,
Кушак çури мар тесе,
Хуллен-хуллен ерипе,
Авалхи çынсен йăлипе
Тирпейлесе пытарĕç.
Пуян вилет – мул юлать,
Ыр çын вилет – ят юлать,
Эпĕ вилсен мĕн юлать?
Хуньăм хĕрĕ, хура хĕр,
Хурлăх курма вăл юлать.
Ачам-пăчам пит айван,
Хальччен суха тытайман.
Кам ачашлĕ ачама?
Кам хĕрхенĕ хĕрĕме?
Тăлăх турат пуличчен
Хăрăк турат пулас та,
Кĕрхи çилпе вĕçсе ÿкес,
Çурхи шывпа юхса каяс,
Арман пĕвине пĕвенес.
Арман патне çитсессĕн
Аран юлчĕ арçури.
Тарăн вара çитсессĕн
Таркăн салтак пулчĕ кайрĕ,
Виснер хĕрне çитсессĕн
Вилнĕ карчăк пулчĕ выртрĕ;
Çурма çула çитсессĕн,
Çурхи сурăх пулчĕ кайрĕ.
Хайхи-майхи арçури
Кайран кая юлчĕ те,
Анчăк çури пулчĕ те
Арман патне çитсессĕн
Арман айне кĕрех кайрĕ.
Лапка-лапка юр çăвать,
Мулкач сикет – йĕр тăвать.
– Хура лаша, ан хартлат.
Эпир ĕнтĕ иксĕмĕр
Ителмесрен иртрĕмĕр,
Чиперуя тухрăмăр;
Çул чиперех пулмин те,
Чун шикленми пулчĕ ĕнтĕ.
Чиперуйран иртсессĕн
Пирĕн вăрман пит чипер:
Йăвă ÿснĕ йывăçсем,
Питĕ вăрăм чăрăшсем,
Пăхсан – калпак ÿкмелле,
Кассан – часах ÿкмелле.
Пилĕк юплĕ пилеш пур,
Пилĕк çулхи пулин те
Сенĕк тума пит селĕм. (…)
Мĕнтен пулнă арçури,
Ял хыçĕнчи çырмари?
Асаттесем астăваççĕ:
Арçынтанах пулнă тет,
Энтри ятлă çынран тет.
Якур пичче çулпала
Пушкăрт лаши кÿлнĕ те, –
Те çуркунне, те çулла , –
Яртлаттарса чуптарнă.
Каç пулттипе сиккипе
Ыраш пусси хĕррипе
Çавра çил пек пынă чух
Пĕр ăстарик вăрманта
Чĕлĕм чĕртме тапратнă,
Куç витĕрех мар пирки
Пыран ута курмасăр
Йытă вилĕмпе вилнĕ тет,
Леш ухмаххи пулнă тет.
Пирĕн ялти – хыçалти –
Мĕн шыраса каçпала
Çав таранччен çÿрес-ши?
Йытă урипе утиччен,
Сивре шăнса çÿриччен
Лаша кÿлсе ларас та –
Ним хуйхи те пулас мар.
Çитмен пурнăç пирки-çке
Çын куçĕнчен пăхатпăр,
Çиме çăкăр çитмесен
Пăтавкка йăтса каятпăр,
Хырăç-марăç памашкăн
Хушпу саклат хыватпăр,
Ана тара паратпăр,
Ыраш калчи сутатпăр;
Кайран юра еретпĕр,
Ыйткаласа çÿретпĕр.
 
Энтри кантри – йĕм кантри,
Пушăт чĕлли, хуп татки.
Ялан ялтан тухсассăн,
Çырма урлă каçсассăн
Тапхăр-тапхăр тапранать;
Çĕн уйăха кĕрсессĕн
Çĕр чĕтретсе кăшкăрать,
Хура халăха хăратать.
1884