Стихван ШАВЛИ
Степан Антонович Шумков /Стихван Шавли/ 1910 çулхи сентябрь уйăхĕн 2/15/-мĕшĕнче хальхи Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Чулçырмара чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулпа хресчен çамрăкĕсен шкулне çÿренĕ. Унтан Самарти рабфакра, 1937 çулччен Куйбышеври педагогика институтĕнче вĕреннĕ, 1939 çулта Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, çав çулах Шупашкара куçнă. «Сунтал» журнал редакцийĕнче, Чăваш АССРĕн писательсен союзĕн правленийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещани комитетне ертсе пынă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче поэт «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче литературăпа искусство пайĕн заведующийĕ пулнă.
С.Шавлин çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Малтанхи аслати» /сăвăсем. 1941/, «Çиçĕм çиçет» /поэма, 1941/, «Йыхрав» /сăвăсем, 1942/, «Поэт сасси» /сăвăсем, 1943/, «Киев пионерĕ» /поэма, 1944/, «Маттур Якур» /поэма, 1947/, «Сăвăсемпе поэмăсем» /1947/, «Сăвăсемпе поэмăсем» /1951/, «Пÿрнепе тĕллесе» /сатирăллă сăвăсем, 1958/, «Эс ялкăштарнă çулăм» /сăвăсем, 1958/, «Аслати кĕрлесен» /поэма, 1960/, «Ешĕл палăк» /сăвăсемпе поэмăсем, 1961/ т.ыт.те.
Сăвăç 1976 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.