Влас ПАЙМЕН

14 Çурла, 2015
Влас Захарович Иванов /Паймен/ 1907 çулхи нарăс уйăхĕн 9 /22/-мĕшĕнче хальхи Оренбург облаçĕнчи Грачев районне кĕрекен Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. 1918 çулта пуçламăш шкултан, 1927 çулта советпа парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1930-1933 çулсенче Самарти пединститутра, çав хушăрах аспирантурăра та пĕлÿ пухнă. Политрук, пионервожатăй, рабфак тата комвуз председателĕ пулнă, «Колхозник» хаçатра, «Волжская нива», «Волга» журналсенче, Самар тăрăхĕнчи çыравçăсен пĕрлĕхĕн правлени председателĕнче ĕçленĕ. Сталин репрессине тÿссе ирттернĕ. Чăваш вулаканĕсем ăна ытларах «Кĕпер» роман тăрăх пĕлеççĕ.
Сăвăсем çырнисĕр пуçне вăл чăвашларан вырăсла та ăста куçарнă: К.Ивановăн «Нарспине», А.Каттай, В.Бараев, С.Шавли сăввисене. 1973 çулта Самар хулинче вилнĕ.
 
Хĕр сăри
Эс ман умран
иртсе пыратăн,
темме кăшт тăтăн чарăнса,
эс чĕреме темме вăратрăн -
темле, илемлĕ йăл кулса.
 
Чĕре йĕннийĕ
хурăç мар вĕт,
чĕрÿ хĕлхемлĕ пулĕ сан,
кала-ха, кам чĕри вăранмĕ
çак-тер илемлĕ йăл кулсан!
 
Кăмăлпа часрах эс уçăл,
итле мана эс, хĕр чĕри.
- Сан куçăнта
вутланнă шуçăм
мана ĕçтерчĕ хĕр сăри.
Чĕрÿ сăра сăрăхтарать сан,
сан куçусем - сăра курки.
Сăра ĕçсен илемленет сăн,
- сăра ĕçсен - чĕре вĕри...
 
Эс ман умран
иртсе пыраттăн,
темме кăшт тăтăн чарăнса,
такама та вĕт эс вăратăн
çак-тер илемлĕ йăл кулсан.
Ял - «çĕн çын»
Хыçала
тем те пĕр тăрса юлчĕ:
вĕренÿ,
театр,
кĕнеке,
ман умра катанлă шурă юрччĕ...
путек пек
чĕре халь ман сикет.
 
Пуçăм та
ак ирĕккĕн сывларĕ
хăтăлса
хула тыткăнĕнчен,
çав хулан этемлĕ
чул бульварĕ
пуçăма тултарчĕ
кĕленче.
 
Хыçалта тип çăкăр тăрса юлчĕ,
хыçала ăсанчĕ
чугун çул;
асăма
астарчĕ
пушкăрт-куччăр,
асăма
вăрçтарчĕ
услам çу.
 
Шур юрпа чÿхентĕм
паян эпĕ,
хĕвелпе вылярăм
хам вăййа...
 
Хыçала тăрса юлать тем те пĕр,
ман умра:
çĕнелнĕ кивĕ ял.
 
Вăл
халь те мĕн
шутсăр тарасаллă,
пĕлĕте сывлать хура труба,
ĕлĕкхи пекех
халь те
усал вăл -
хирĕç тухрĕ
вунă йытăпа,
 
анчах...
темшĕн ялăн сăн-сăпачĕ
илемне юта сăрăхтарать:
виçĕм çул
кунта ак Малтикасчĕ...
Тĕлĕнсе тăратăн
тăхтарах.
 
Çил мана
пĕлтерчĕ,
савăнтарчĕ:
«Малтикас
Кунтан халь куçнă тет -
ту хыçне вăл пĕлтĕр
кайса ларчĕ,
улăхра
çурт лартрĕ икĕ рет».
 
Çавăнпа паян эп савăнатăп,
кив илемшĕн
хуçмăп кăмăла.
Эп паян ялта
кĕтнĕ хăна тăк
çĕнĕ ялшăн
юрă
сăвăлам.
 
Хурăнташсене
«вăхăт çук» теейĕп,
ан вăрç-ха паян мана, атте,
эрнипе
ак
ял тыткăнĕнче эп:
клуб,
читальнă,
тырă та артель. [...]
1929

Новости по теме