Митта ВАÇЛЕЙĔ

24 Çурла, 2015

Василий Егорович Митта /Митта Ваçлейĕ/ 1908 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче/ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ7 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. 1932 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В.Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.

х х х

Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,
Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.
Анчах сансăр пуçне, ыр çĕршывăм,
Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..
 
Акă савнă Пăла, - вылянать-çке тек,
Чĕр вăйне чĕреме иксĕлмесĕр парать...
Ак чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ пек,
Çурхи кун шуралса, ыр шăршне вăл сарать.
 
Ял хĕрри укăлча. Симĕсленнĕ калча
Хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм юхать.
Сыв-и, ватă юман! Кунĕпех ачапча
Сан туйру айĕнче туй тăвать.
 
Çут тăванлăхăм! Пар аллуна
Сан патна савăнса таврăнан ывăлна.
ĕмĕтсен илемне, шухăшсен тупсăмне
Вăл санра çеç шырать, ыр çĕршывăм - анне!
1926
 
х х х
Ноннăна
Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар.
 
Чечекре нар питлĕ сар настурци,
Çăлтăр-астра, капăр георгин...
Çамрăк чух, тен, хамăр та маттурччĕ,
Çакна темшĕн эп астурăм тин.
 
Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ,
Такăрлатнă Атăл хĕррине.
Кам шутланă, кам ăна ĕненнĕ -
Чи хакли яш ĕмĕр иккенне?..
1956
 
х х х
Тав сана
Петĕр Хусанкая
Кам тÿссе ирттерчĕ çынпа тан,
Кам ырра усал теме хăймарĕ,
Усала айваннăн пуç таймарĕ,
Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:
Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.
 
Пултаруллă тусăм! Тав сана!
Эп кунта вунçичĕ çул пулмарăм,
Пуласса та, ахăртнех, сунмарăм,
Анчах сан тивлетлĕ сăнарна
Чĕрĕ халлĕн чĕремре упрарăм.
 
Вăй параттăн ывăнса çитсен,
Сас параттăн шухăша кайсассăн,
Е хĕвеллĕ çумăр пек ачашшăн
Ислететтĕн, чун типсе килсен...
Ахаль мар эп тайăлса каласшăн:
Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур -
Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!
 
х х х
Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.
Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр, -
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.
 

Паллă çынсем - Митта Ваçлейĕ çинчен

Поэзие илсен - яланхи пекех уçă та тÿрĕ кăмăлпа янăра пуçланă Митта Ваçлейĕн сасси кунран-кун тĕрекленсе пыратчĕ. Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен "Тайăр" поэма сыпăкĕсем, "Авалхи садăмра", "Тав сана!", "Пит маттур-çке Иванов бульварĕ..." тата ытти нумаях мар сăввисем юлашки вăхăтри темĕн тĕрлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи тарăн шухăш - акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ çавра темелле, тулли рифма - çак пурте хăй тĕлĕн тухса пынă пек, "чун тарĕпе" ĕçлени сисĕнмест, мĕншĕн тесен сăввăн тĕп шухăшĕ, шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать. Мĕнле виçелĕх тата, туйăм виçелĕхĕ!

Петĕр ХУСАНКАЙ,
Чăваш халăх поэчĕ.
 

Хăй пурнăçĕнче чылай хура-шур тÿснĕ пулин те, Митта Ваçлейĕ хăй ĕмĕтне яланах çутатман пулсан, талантне мăкатмасăр упранă пулсан, çав-çавах таса чун-чĕреллĕ юлнă пулсан, пĕтĕм чун хавалĕпе хăй совет çынни иккенне ĕненнĕ пулсан, ун кăкăрĕнче Ленин саманин сывлăшĕ çав-çавах шанчăклăн тапнă пулсан - çав çын пĕтĕмпех хамăр çын, совет çынни* ун чăтăмĕнчен, хăватĕнчен тĕлĕнме тивĕçлĕ эпир! Митта таланчĕ хавшаман иккен, ăна усăсăр тарăх кышласа яман иккен, унăн арлăхне те таптайман иккен, пачах урăхла: Митта таланчĕ хытăрах çирĕпленнĕ, ĕлкĕрсе çитнĕ, инçе те çÿле вĕçме ик çунатне хăюллăн карнă.

Стихван ШАВЛИ,
Чăваш халăх поэчĕ.
 

Тепĕр çынна лайăхрах палласа илтĕм çак пухура. Ку вара ман кунăмра ĕмĕрхи Шурăмпуç çăлтăрĕ пулса тăчĕ. Митта! Митта Ваçлейĕ çав. Тирпейлĕ те ăслă чăваш каччи. Ун пеккине хак хумаççĕ, хакран пин хут çÿлтеччĕ вăл. Кăвар чĕреллĕ сăвăçă, вăл тăван халăхăн ăс-хакăл мулĕнче чăн çÿлти шайра тăратчĕ. Çепĕç лирик, шухăш пăлхавçи, Сократла философ - ăçтан кăна тупса çитернĕччĕ-ши этем ĕмĕртен-ĕмĕре хывса, йăлана кĕртсе шăнăçтарнă çивчĕ ăс-хакăла? Çавăн чухне эпĕ ăна хам тĕллĕн кăштах кăна палласа илтĕм те, чĕрем варрине вăл ĕмĕрлĕхе хăват сирпĕтсе тăракан хавал пек вырнаçса юлчĕ.

ИЛПЕК Микулайĕ,
Чăваш халăх писателĕ.
 

Митта - лирик. Унăн произведенийĕсенче пире илĕртекенни, пахи - философиллĕ тарăн шухăш, чуна çĕклекен, илем кÿрекен поэзи, ытарайми илемлĕ те витĕмлĕ чĕлхе. Митта кăтартса панинчен ытларах каласа пама юратать* тен, çавăнпах унăн чылай сăввисем риторикăллăрах пек туйăнаççĕ, анчах çав туйăма çÿлерех асăннă паха енĕсем çĕнтереççĕ. Чăвашсен философиллĕ лирикинче Митта - пысăк поэт. Çакна унăн юлашки çулсенче çырнă сăввисем, уйрăмах "Тайăр" поэма сыпăкĕсем уççăн кăтартса параççĕ.

Александр АРТЕМЬЕВ,
Чăваш халăх писателĕ.
 

Поэтăн çулĕ такăр пулман, анчах тăван çĕршыва юратнă шухăша, тĕрĕслĕх хăватне ун чĕринчен нимĕнле усал та хăваласа кăларайман...

Митта Ваçлейĕ хăйĕн творчествинче тĕрлĕ наци поэчĕсен ĕç-хĕлĕпе усă курать, вĕсен вăррине чăваш ани çине акса, чĕрене савăнтаракан е ыраттаракан, вулаканăн пĕлĕвне ÿстерекен, пурнăç çинчен шухăша яртаракан поэзи тыррине вырса илет.

М.Р.ФЕДОТОВ,
филологи наукисен докторĕ.
 

Унăн шухăш-кăмăлĕ алмаз пек тасаччĕ. Унăн ăс-хакăлĕ алмаз пек вичкĕнччĕ. Унăн идейăлăхĕ, принциплăхĕ алмаз пек çирĕпчĕ. Унăн патриотизмĕ, советлă тăван çĕршыва, советла тăван халăхсене юратасси хăй ÿснĕçем ÿссе, пултаруллă сарăлса, анлăн ейсе пыратчĕ. Унăн пурнăçри, ĕçри тирпейлĕхĕ алмаз пек монолитлă, алмаз пек тăпкăл, алмаз пек яр кĕтеслĕ, пĕрех те ылтăн-кĕмĕл пек мар, каснă лартнă алмаз пек - куç илейми хÿхĕмччĕ, ытарайми илемлĕччĕ.

И.Д.КУЗНЕЦОВ,
истори наукисен докторĕ.
 

Митта Ваçлейĕ хăйнеевĕр сăвăç, хăйнеевĕр çын, хăйнеевĕр шухăшлавçă, хăйнеевĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман.

Г.Н.ВОЛКОВ,
профессор, педагогика наукисен докторĕ.
 

Митта та Митта тенĕрен эпĕ вăл калама çук хитре çын пуль теттĕм... Митта тени никам пек те мар, хăй пек пулчĕ. Таçтан курăнакан ĕлккен этем мар. Ытла çÿллех те мар, пĕчĕк те мар, хыткан, яштак пÿллĕ. Хăшпĕр этеме тăмран тунă пек, е чукунтан - йывăр, чукунĕ-тимĕрри ытла нумайран. Куна хаклă йышши хурçăран тунă тейĕн. Хурçине хĕрхенмен те, ытлашшине те хуман. Сăнĕ-пичĕ сăпай, илемлĕ. Ырă илемлĕ. Ăшĕнчи... мăн этемлĕх - куçĕнчен, йăваш куллинчен сисĕнет. Пуçа çавăрса, хĕр чĕрине лучăркаса таптаса пăрахакан йĕкĕт мар. Ман шутпа, вăл çамрăк хĕрача çине йăмăк тесе пăхать. Ваттине - аппа тесе е анне тесе. Хĕрарăма хисеплекен арçынна хисеплетех.

Митта çинчен шухăшланă чух вăл куçăм умĕнче тĕрленĕ шур кĕпепе тăрать. Чи малтан эпĕ ăна курнă чух хĕвеллĕ кун пулнă пулмалла. Çавăнпа куç умĕнче те ун тавра сар хĕвел çути асра, кулли асра. Эпĕ ăна ахăлтатса кулнине курман - йăл кулатчĕ.

Ираида ПЕТРОВА,
сăвăç.
 
Кунта - ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
Ху çутупа, таса ăспа çĕнсе,
Ху илемне кăтартрăн... Ку çеç мар-и:
Эс, халăх кăмăлне, чунне пĕлсе,
Ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн,
Ăна вăй пур таран илем кÿрсе.
Геннадий АЙХИ,
Франци Наукăсен академийĕн
преми лауреачĕ.
 

Ваçлей çынсене пĕтĕм чун хавалĕпе юрататчĕ, шеллетчĕ. Вăл пурне те савăнтарма тăрăшатчĕ, вĕсем мĕнле пĕлÿ илнине, кăмăлĕ-талайĕ мĕнлине уяса тăмастчĕ. Хăй тĕл пулнă пĕр çамрăк автора та пулăшу парассинчен пăрăнса тăмастчĕ. Ун патне çын ĕçпе пырсан, кирек хăçан та ăна вашаватлă йышăнатчĕ, ĕçне пăрахсах унпа калаçатчĕ.

Вăл пурнăçри кашни ырă япалашăн савăнма пĕлетчĕ, ĕçе чунтан парăнса тунине юрататчĕ, хăйне те ĕçре шеллеместчĕ. Çынсенчен те çапла ĕçлеме ыйтатчĕ, ответсăрлăха, ĕçе лăш-лаш тунине питĕ сивлетчĕ.

Н.К.ЕРЕМЕЕВА-МИТТА,
поэт мăшăрĕ.

 

Новости по теме