Александр КĂЛКАН

21 Авăн, 2015

Александр Дмитриевич Антонов /Кăлкан/ 1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикин Пăва районĕнчи Çĕнĕ Мертлĕ ялĕнче çуралнă. 1924 çулта ялти шкултан, 1930 çулта Хусанти чăваш педтехникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1933 çулта Хусанти педагогика институчĕн чĕлхепе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

1935 çултанпа А.Кăлкан Шупашкарта пурăннă. Малтан вăл Чăваш АССРĕн писательсен союзĕн правленийĕнче яваплă секретарь пулнă, 1939 çулта «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, 1940-1941 çулсенче «Хатĕр пул» журнала редакциленĕ.

1941-1945 çулсенче А.Кăлкан - Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи искусство ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ, 1948 çулта ăна каллех Чăваш АССРĕн писательсен союзне куçарнă. Чылай вăхăт «Тăван Атăл» альманах редакторĕ пулнă. 1956-1958 çулсенче вăл А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи Литература аслă курсĕсенче вĕреннĕ.

А.Кăлкан литература ĕçне 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче тытăннă, поэзипе драматургире палăрнă. 1940 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Ача-пăча сăввисем» /1941/, «Кÿршĕсем» /1949/, «Хаклă парне» /1951/, «Эсĕ пысăк ĕнтĕ» /1952/, «Авлантарчĕç» /1955/, «Сар Иван» /1956/, «Октябрь хумĕ» /1959/, «Сăвăсемпе юптарусем» /1960/, «Йĕплесе те питлесе» /1963/, «Вăрман юрри /1967/, «Чĕре хĕлĕхĕсем» /1969/, «Суйласа илнисем» /1971/, «Кăвак тÿпе» /1979/, «Чи пысăк телей» /1975/, «Пьесăсем» /1981/, «Сатира кĕнеки» /1986/.

Вăл 1988 çулхи чÿкĕн 19-мĕшĕнче вилнĕ.

 

МĔНЛЕ ИЛЕМЛĔ ÇУТ ТĔНЧЕ
Мĕнле илемлĕ аслă çут тĕнче!
Эпир кунта хăнара çеç, тăванăм.
Час кайăпăр этемлĕх йышĕнчен,
Кайран, тен, пулăпăр чечек тусанĕ.
 
Ун чух ĕçчен пыл хурчĕсем пире
Ама чечекĕн вăрлăхне куçарĕç*
Ун вăрлăхĕ пулса çут тĕнчере
Пиртен çĕн чечексен йышне пуçарĕç.
 
Çурхи илемлĕ кунсенче вара
Хĕрсем чăтаймĕç вĕсене татмасăр.
Вĕсем çинчен çĕн сăвă-юрăра
Иртеймĕç поэтсем те асăнмасăр.
 
Асамлă çутçанталăкăн йĕрки,
Унран ниçта та пăрăнса юлаймăн.
Анчах çакна пĕлсе тăнă пирки
Вăхăтсăрах «эсрел парни» пулаймăн.
 
Эп çĕр çинчен ансат кайма килмен:
Тĕллевсĕр, усăсăр иртмен кунçулăм.
Хам хыççăн сăввăмсем час вилмесен
Этемлĕх ретĕнчех ман ятăм юлĕ.
 
АВТАНСЕМ
Юптару
 
Пĕр ирхине
Икĕ автан
Пĕр харăс курнă тулă пĕрчине.
- Эп куртăм чи малтан! -
Пуçланă янрашма пĕри.
- Çук, эпĕ! - тенĕ тапăнса тепри:
Кĕçтет-им сан пуçу?!
Пуçланă акăш-макăш çапăçу.
Ăна çерçи илтсе
Кĕç пынă та сиксе,
Сар тулă пĕрчине
Кап хыпнă та вĕçтернĕ йăвине.
Сисмен çакна «мăнаçлă» автансем;
Çерçи сăмси пек тулăшăн вĕсем
Юнпа пĕветнĕ пĕр-пĕрне.
Туссем! Ун пек ан пулăр ĕмĕрне!
 
 
НАЯН КАМПУР
Юптару
 
Кампур шăрăхпала аптранă,
Хашкать вăл чĕлхине тăсса.
«Кун пек ĕç тухас çук-ха манăн,
Вĕрентĕм ĕнтĕ халь ăса:
Хĕле кĕрсессĕн шур юртан
Тăватăп эпĕ хам çурта;
Вара чи пăчă вăхăтра та
Мороженăй çисе выртатăп», -
Шутлать вăл халĕ кашни кун.
Сăлтавĕ, чăн та, «пысăк» ун.
Анчах та сивĕ хĕл хаяррăн
Килсе çитсессĕнех, мăнтарăн,
 
Хĕссе лартать те хÿрине
Аса илет ăш çу кунне;
Уйăх çине пăхса хуллен
Йăслать вара куллен:
«Ах, сивĕ-çке! Çăва тухсан,
Ятарласах шăмă пухса,
Хама валли шур пÿрт лартатăп,
Вара хĕлле те ыр куратăп...»
 
Çапла çул хыççăн çул иртет.
Тума шутланă шур пÿрте,
Юлташăм, эс хăвах туян-тăр,
Кампур тăвать тет-ха паян та.
Ахальтен мар калать кÿрши: -
«Кун пек наян ăçта пур-ши?»
 
Шыраса пăхăр-ха: Кампур,
Тен, сирĕн хушăра та пур?

Новости по теме