Чăваш литературин классикĕсем

Александр Дмитриевич Антонов /Кăлкан/ 1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикин Пăва районĕнчи Çĕнĕ Мертлĕ ялĕнче çуралнă. 1924 çулта ялти шкултан, 1930 çулта Хусанти чăваш педтехникумĕнчен вĕренсе тухнă.

Степан Антонович Шумков /Стихван Шавли/ 1910 çулхи сентябрь уйăхĕн 2/15/-мĕшĕнче хальхи Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Чулçырмара чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулпа хресчен çамрăкĕсен шкулне çÿренĕ.

Илья Семенович Семенов /Илле Тукташ/ 1907 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1925 çулта Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă.

Василий Егорович Митта /Митта Ваçлейĕ/ 1908 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче/ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ.

Pages

Subscribe to Чăваш литературин классикĕсем