14 Юпа, 2014

Çамрăк пăхаттирăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр

Патăрьел каччи - тĕнче чемпионĕ. Мускаври «Содружество» спорт керменĕнче пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пирĕн ентеш Вадим Чернышев çĕнтернĕ. Сумлă ăмăртура 18-ти каччă 197,5 килограмлă штангăна йăтма пултарнă.

14 Юпа, 2014

Украинăна та пусмăрлăхран хăтарнă

Павел Порфирьев Мухтав орденĕн виçĕ степеньне те тивĕçнĕ вун виçĕ ентешĕмĕртен пĕри. Вăл Вăрмар районĕнче Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1939-1940 çулсенче финн вăрçине хутшăннă, танк механик-водителĕ пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче - танк бригадин разведротин бронетранспортер командирĕ.

11 Юпа, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” № 41 /859/ 11.10.2014

- Спортшăн чикĕ те, нацилĕх те çук - çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче.

11 Юпа, 2014

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ÿсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ.

11 Юпа, 2014

Спортшăн чикĕ те, нацилĕх те çук

Çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче

11 Юпа, 2014

Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕррехинче...

Черетлĕ отпуска черетлĕ çĕр-шыва пуçтарăннă май хамăн чĕлхе саппасне “Овербукинг” терминпа пуянлатма тивесси пирки кам шухăшлама пултарнă? Сăмахĕ, чăн та, кăмăллах мар, пĕлтерĕшне те малтанах ăнланмарăм та. “Вокруг света” турфирмăн Шупашкарти представительствинче вăй хуракан оператор ĕмĕр асра юлмалла ăнлантарчĕ...

11 Юпа, 2014

Ватти-вĕтти - зарядкăна

Пĕрлехи зарядка ирттересси пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр: «Ирхи зарядкăна» республикăн тĕп хулинче пуçласа 2011 çулта ирттернĕ. 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче «çăлтăрпа» тунă зарядка «Чи массăлла ирхи зарядка» категорире Раççей тата Европа рекорчĕн официаллă статусне тивĕçнĕ.

11 Юпа, 2014

Тĕнче спортне пысăк улшăнусем кĕтеççĕ

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.

11 Юпа, 2014

"Хыпар", 204 /26610/ №, 2014, юпа, 11

Форумăн Чăваш Енре юлакан сумлă еткерĕ

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртнĕ хыççăн РФ спорт министрĕ В.Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пресс-конференцире унăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

11 Юпа, 2014

Форумăн Чăваш Енре юлакан сумлă еткерĕ

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.

Pages