Комментари хушас

Çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, канаш членĕсем /пурĕ 32 çын/ тата ытти хăна хутшăнчĕç. Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас тата физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе яврĕç.

«Паянхи уяв Пĕтĕм тĕнчери утмалли кунран пуçланни савăнтарчĕ. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут. Хăвăрт утас енĕпе тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă спортсменсемпе мăнаçланакан регионта пуçласа иртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççейре çуран тата йĕлтĕрпе чупас енĕпе массăллă стартсем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку та лайăх пуçару, малашне те ирттересчĕ ăна. Çак кунсенче хамăн та 9 километр утмалла пулчĕ, халĕ те йăлт ыратать-ха, - ларăва кăмăллăн уçрĕ Владимир Владимирович. - Пуш уйăхĕнчи /кăçал Мускавра иртнĕ лару çинчен сăмах пырать. - А.М./ ларура палăртнă тĕллевсем пурнăçланма тытăнни кăмăл-туйăма çĕклет. Ун чухне эпĕ массăллă спорта аталантарасси, кашни çынна физкультурăпа туслаштарасси, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине тата спорт резервне хатĕрлесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Анчах та вĕсене пурнăçласси пурлăхпа техника бази пуян пулнинчен килет. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатмалла: çынсем, уйрăмах çамрăксем, унта хутшăнса хăйсене кăтартчăр, вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хавхалантарччăр. Аса илтеретĕп: 2020 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра спортпа туслисен йышĕ 40 процентран кая мар пулмалла. Хальхи вăхăтра - 27%. Чи лайăххи - çак кăтарту çултан çул ÿссе пыни. Çапах ку çителĕксĕр. Иртнĕ ларура эпир «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекса тепĕр хут чĕртсе тăратма, спорт клубĕсен йышне ÿстерме тата Раççейре Пĕтĕм тĕнчери «Спорт - пурин валли те» юхăм пулăшнипе тĕрлĕ мероприяти ирттерме йышăнтăмăр», - терĕ çĕр-шыв Президенчĕ.

Владимир Путин канаш членĕсемпе хăнасене малашне пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Федерацин «Физкультурăпа спорта аталантарасси» тĕллевлĕ программин вăхăчĕ тепĕр çул вĕçленсе пынă май уйрăмах вырăнлă ку. Вăл каланă тăрăх - çĕнĕ проекта РФ Правительстви çирĕплетнĕ, ун валли 2020 çулччен федераци бюджетĕнчен 73,9 млрд тенкĕ уйăрнă. «Пĕчĕк бюджетлă объектсем тумалла /кунта сăмах картишсенче е парксенче спорт лапамĕсем пулмалли çинчен пырать. - А.М/. Вĕсем çынсене питĕ кирлĕ. Ку енĕпе регионсен, муниципалитетсен тата общество организацийĕсен тăрăшмалла. Çак ĕçе предпринимательсене явăçтармалла. Çĕнĕ программăра уйрăм регионсенче спорта аталантарас темăна та вырăн уйăрнă. Уйрăмах Крымпа Севастопольти спорт объекчĕсене çĕклемелли çине пусăм тунă. Вĕренÿ учрежденийĕсенчи спорт керменĕсен те пушă лармалла мар. Киввисене юсамалла тата çĕннисем тумалла», - пусăмласа каларĕ Владимир Путин.

РФ спорт министрĕ Виталий Мутко юлашки çулсенче тунă ĕçсем тата малашне пурнăçлама палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. «2006 çултанпа Раççейре спортăн 33 пин объектне хута янă. Ку енĕпе пире уйрăмах партнерсем пулăшаççĕ. Акă темиçе çул каялла «Газпром - ачасене» акци старт илчĕ. Предприяти пулăшнипе 73 регионта спорт керменĕсем çĕкленнĕ. Кашни республикăпа облаçре спорт хатĕрлевĕн центрĕсене тума йышăннă. Çакă спортăн уйрăм енĕсене вăйлăрах аталантарма май парĕ», - терĕ Виталий Леонтьевич. Спорт ведомствин ертÿçи пирĕн çĕр-шывра çывăх çулсенче иртекен ăмăртусене епле хатĕрленни пирки те каласа пачĕ, килес çул Шупашкар йышăнакан Европа чемпионатне çÿллĕ шайра йĕркелеме шантарчĕ.

Ларура çавăн пекех РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, РФ Паралимп комитечĕн председателĕ Владимир Лукин, Чул хула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев, Олимп комитечĕн вице-президенчĕ Владимир Лисин тата ыттисем калаçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе нумай ĕç тунине палăртрĕ. «Ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн республикăра спортăн 50 объектне çĕкленĕ. Кашни районпа хулара физкультурăпа спорт комплексĕсем тунă, вĕсене пурне те спорт шкулĕсене панă. Физкультурăпа спорт çынсен сывлăхне çирĕплетет кăна мар, çыннăн пурăнас кун-çулне вăрăмлатать. Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнчĕ: çуралакансен йышĕ ÿсрĕ», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. РФ Президенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ.

Лару хыççăн Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен тата хамăр çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. РФ Президенчĕ нумаях пулмасть çĕнетнĕ керменпе паллашрĕ, манежра тренировка ирттерекен çамрăк спортсменсемпе курса калаçрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

***

«Спорт пĕрлĕхĕнче - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен ретĕнче - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн /ООН/ Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен Пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, «Спорт-Аккорд» пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем - РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрсемпе тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертÿçисемпе паллă тренерсем.

Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламларĕ.

- Паян Шупашкарта физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусемпе Пĕтĕм тĕнчери V форума уçрăмăр. Пирĕн çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери спорта аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ÿстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе нумай курăмлă ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çÿллĕрех шая çĕклĕпĕр, - терĕ Владимир Владимирович.

Аркадий Дворкович вице-премьер «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хутшăнакансене пурне те РФ Правительстви ячĕпе Шупашкарта çĕр-шыври физкультурниксемпе атлетсен çулталăкри чи пысăк пухăвĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ.

- Юлашки çулсенче Раççей чăннипех те тĕнчере спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Пирĕн шĕкĕр хуласенче кашни уйăхра тенĕ пекех спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕнче тата Европа чемпионачĕ ирттереççĕ. Нумаях пулмасть кăна Челябинскра - дзюдо, Хусанта вара илемлĕ гимнастика енĕпе тĕнче чемпионачĕсем вĕçленчĕç. Асрах-ха пĕлтĕр Хусанта иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиади. Ăна нумайăшĕ нимĕн ÿстермесĕр çуллахи Олимп вăййисемпе танлаштарчĕ. Спорта эпир политикăпа çыхăнтарасшăн мар. Вăл çынсен пурнăçне лайăхлатма, çĕр-шыв экономикине тĕреклетме пулăшнипе пĕрлех халăхсен туслăхĕпе тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Аркадий Владимирович.

Ларура çавăн пекех Мариус Визерпа Вильфред Лемке, «Спорт пуриншĕн те» Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн /ФИДЕ/ президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертÿçи Александр Жуков, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ, спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко сăмах каларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ, Петр СИДОРОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕсем.

Андрей МИХАЙЛОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.