Комментари хушас

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Шел те, вăхăт хĕсĕккине кура массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен нумай ыйтăвне хуравлаймарĕç, çапах вĕсен сăмахĕнче форум пĕтĕмлетĕвĕ туллин янăрарĕ темелле.

Виталий Мутко палăртнă тăрăх - форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă, хăнасен шучĕ - 3 пин çын ытла. Чăннипех сумлă вĕт. Малашне форума икĕ çулта пĕрре ирттерме йышăннă, вăл спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсене, унăн çĕр-шыв пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе явмалли тĕп площадка пулса тăрĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре форум программипе килĕшÿллĕн тĕрлĕ 18 мероприяти иртнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ.

- Ăна Владимир Путин Президент ертсе пычĕ, ларура спортăн истори шайĕнчи тапхăрне пĕтĕмлетрĕмĕр, - терĕ министр. - Çав тапхăр 2006 çултан пуçланчĕ, ун чухне пирвайхи программăна йышăннă, çĕр-шыв спорта таврăнчĕ. Ку тапхăра 2015 çулта вĕçлетпĕр.

Спорт общественноçĕ Чăваш Енре пухăннă май тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ, хакланă, аталану çул-йĕрĕсене палăртнă. Çав шутра - ГТО комплексĕ. Виталий Леонтьевич пытармарĕ: çак комплекс халăхăн пысăк пайĕшĕн норма пулса тăмалла. Çитес çулах пĕтĕм шкулпа аслă вĕренÿ заведенийĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçламалла, 2017 çултан тытăнса вара - пĕтĕм çĕр-шывĕпе.

Виталий Мутко форума ирттерме Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине палăртрĕ. Михаил Игнатьева, республика Правительствине хăнасене тарават йышăннăшăн, йĕркелÿ ĕçне лайăх пурнăçланăшăн тав турĕ. Çапах кунта пухăнас тени чи малтанах Чăваш Енĕн спортпа çыхăннă кăтартăвĕсем лайăххипе сăлтавланнă.

Виталий Леонтьевич кунти лаша спорчĕн манежне уçма хутшăннă та - çакăн çинчен кăмăллăн каласа пачĕ. Лаша спорчĕн шкулĕнче конкур енĕпе çине тăрса ĕçлĕç, вăл вара - спортăн Олимп тĕсĕ. «Унта вĕренекенсем 14-15 çулсенче кăна, анчах мана паллаштарчĕç те - пĕри халех спорт мастерĕн кандидачĕ, теприсен те - 1, 2-мĕш разрядсем!» - тĕлĕнерех каларĕ вăл. Апла тăк Чăваш Енĕн малашне ку енĕпе палăрмалли майсем пулĕç. Виталий Мутко шантарсах каларĕ: маунтинбайк комплексне те, Пăр керменне те туса пĕтерĕпĕр. Чăваш Енре спортăн 12 тĕсне çине тăрсах аталантарнă май вăл çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче Чăваш Ен яшĕсемпе хĕрĕсем пуласси пирки иккĕленмест.

Шупашкар сумлă спорт ăмăртăвĕсене ирттерес енĕпе пысăк опыт пухни пирки те сăмах пулчĕ. Çав шутра - çăмăл атлетика чемпионачĕсем. Кĕçех вара çак енĕпех Европа Кубокĕ иртмелле. «Михаил Васильевича ÿкĕтлерĕм: чемпионатра пирĕн команда çĕнтерессишĕн те эсĕ яваплă пулатăн. Яваплăха ун çине тиесшĕнччĕ. Çук, килĕшмерĕ, ăмăртусене йĕркелесе ирттеретпĕр, анчах кăтартусемшĕн хăвăр явап тытăр терĕ», - шÿтлерĕ министр. 16, 18-мĕш çулсенче хăвăрт утакансен чемпионачĕсене ирттермелле - каллех Шупашкарта.

Михаил Игнатьев форума Чăваш Енре ирттерни республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ, куншăн Владимир Путин Президента, Виталий Мутко министра тав турĕ. Ютран килнĕ журналистсем те чылайăн, çавна май вăл республика çинчен кĕскен каласа пани, паллах, ытлашши пулмарĕ. Халăхăн 36% спортпа туслă, спорт шкулĕсене 31 пин ачапа çамрăк çÿрет. Çакăн витĕмĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре ача çуратас енĕпе палăракан ÿсĕмре курăнать, çынсен пурнăç тăршшĕ пысăкланать.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Виталий Мутко çитес çулсенче спорт резервне хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлессине палăртрĕ. «Кăтартусем халĕ те япăх мар, пирĕн ачасемпе çамрăксем пур енĕпе те çĕнтереççĕ, пирĕнпе Китай кăна тупăшаять. Апла пулин те ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха», - терĕ вăл. Хальлĕхе, сăмахран, шкулсен 30% кăна хăйсен спорт бази пур. Вĕренÿ заведенийĕсем спорт площадкисемпе залĕсене унта та кунта арендăна илсе йывăрлăхран тухни ăна тивĕçтермест. Çавăн пекех кадрсем тĕлĕшпе ыйтусем пур: хăйсен ĕçне пĕлекен, çĕнĕлле ĕçлекен ăста тренерсем кирлĕ. Çакăн валли патшалăх укçа уйăрĕ.

2018 çулта Раççейре иртекен футбол чемпионачĕ пирки каланă май министр ют çĕр-шывсенчен килекен командăсене çирĕм регион йышăнассине пĕлтерчĕ. Пĕр команда Шупашкарта тĕпленĕ. «Хăш командине суйласси пирки сăмах пуçарсан Михаил Васильевича эпĕ голландецсене йышăнма сĕнтĕм - пĕрле туртса яратăр терĕм, - каллех шÿтлерĕ Виталий Леонтьевич. - «Çук, Гана командине йышăнас килет» тет. Паллах, шÿтлетĕп, командăсем хăш регионта пулассине хăйсем суйласа илĕç».

«Туртса ярассипе» çыхăннă темăна малалла тăснă май министр Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра шкулсен, социаллă учрежденисен директорĕсене табак туртма пăрахтарни пирки кулкаласа сăмах пуçарчĕ: «Питĕ демократиллĕ...» Апла пулин те унăн сăмахĕнче республика влаçĕн çак утăмне ырлани куç кĕрет сисĕнчĕ.

Журналистсем тĕнче шайĕнчи спорт организацийĕсен йышне Раççей представителĕсене ытларах кĕртме сĕннине те министр шÿтлесе хуравларĕ: «Чапаев» фильма ас тăватăр-и? Петька командир çара ертсе пыма пултарассипе кăсăкланать. «Пултаратăп, анчах чĕлхе пĕлместĕп», - тет Чапаев. Шÿт-ха ĕнтĕ, чăннипе вара çакă та чăрмантарать. Апла пулин те Пĕтĕм тĕнчери фехтовани тата шахмат федерацийĕсен президенчĕсем - пирĕн çынсем, Усмановпа Илюмжинов. МОКăн тăватă членĕ - Раççей çыннисем. Ытти организацире те пирĕн представительсем пур. Анчах кунта ĕçĕ шутĕнче мар, пахалăхра. Тĕнче спорчĕ паян пысăк улшăнусен умĕнче. Сумлă форумсем иртмелле. Пирĕн çав улшăнусене асăрхамасăр юласран сыхланмалла».

Форумран республикăшăн мĕнле еткер юлать? «Эпир мĕн илсе килнĕ - пĕтĕмпех юлать», - пулчĕ хурав. Ку çеç те мар. Виталий Мутко шухăшĕпе - региона çĕр-шыв Президенчĕ килни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, Чăваш Енпе кăсăкланаççĕ. Çакă республикăра пурăнакансен кăмăлне те витĕм кÿрет, хăйсене ытларах хисеплеме пулăшать.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Николай КОНОВАЛОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.