Çамрăк пăхаттирăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр

14 Юпа, 2014

Патăрьел каччи - тĕнче чемпионĕ. Мускаври «Содружество» спорт керменĕнче пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пирĕн ентеш Вадим Чернышев çĕнтернĕ. Сумлă ăмăртура 18-ти каччă 197,5 килограмлă штангăна йăтма пултарнă.

Патăрьел районĕнчи Патăрьелте çуралнăскер хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Климовск хулинче пурăнать. Штангăпа 7 çул каяллах кăсăкланма пуçланă яш чылай ăмăртура мала тухса вун-вун медаль çĕнсе илнĕ. Ку енĕпе ăна пултаруллă тренер, «Заречье» спорт шкулĕн ĕçченĕ Валерий Андрян пулăшса пырать. Вадимăн наставникĕ хăй те вăйлă атлет. Паянхи кун вăл çамрăк спортсменсене çитĕнтерес ĕçе халалланă. Ун патĕнче 11-18 çулсенчи 20 ытла хĕрпе каччă ăсталăха туптать. «Спорт çынна усал ĕçрен хăтарать, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа наркотикпе айкашассинчен пăрать. Спортпа туслă çын ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать, çитĕнÿ патне ăнтăлать», - тет тренер.

Пауэрлифтинг - йывăр атлетикăн чи илемлĕ те çăмăл тĕсĕ. Çавăнпа юлашки çулсенче чылай çамрăк çак ене кăмăлларах парать. Вадим Чернышев та хул-çурăма тĕреклетекен тĕсе суйласа илнĕ. Спорт çулĕ çине ачаллах тăнă каччăн кăçалхи çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Вăл - Олимп чемпионне Е.Минаева асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнир призерĕ, Мускав кубокĕн çĕнтерÿçи. Малтанхи çулсенче те Мускав облаçĕн ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă.

Ывăлĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ çав тери хĕпĕртет, ăна хавхалантарса-пулăшса пырать. Николай Николаевич - инженер-энергетик, Гульшат Талгатовна - педагог. Иккĕшĕ те Патăрьел тăрăхĕнче ÿссе çунатланнă. Вадимăн аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕ те районти сумлă çынсем. Спортсменăн вăхăчĕ сахал пулин те тăван ене килсех çÿрет: аслисенчен сĕнÿ-канаш ыйтма, вĕсемпе савăнăçа пĕрле пайлама васкать. Хальхи вăхăтра Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕрленекен пăхаттира паттăр салтак пулма сунас килет.

Талгат ШАКУРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.